Ачасене аталанма условисем пур

Ҫапла палӑртрĕҫ паян Хĕрлĕ Чутай салинчи вӑтам шкулта иртнĕ "Хĕрлĕ Чутай районĕнчи вĕрентӳ тытӑмĕн аталанӑвĕн ҫул-йĕрĕ" семинар-канашлура. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - вĕрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрĕ Алла Салаева хутшӑнчĕ.

Алла Леодиновна малтанах асӑннӑ шкулта хатĕрленĕ "Чӑваш эрешĕллĕ Хĕрлĕ Чутай тумĕн куравĕпе" паллашрĕ. Ҫавӑн пекех "Ӳсĕм вырӑнĕ"/ Точка роста/ кабинечĕсене, столовӑя кĕрсе курчĕ. Семинара ЧР Вĕрентӳ институчĕн ĕҫченĕсем те хутшӑнчĕҫ, вĕрентӳ ĕҫĕн малашлӑхĕ пирки сӑмах пуҫарчĕҫ.

Паянах Алла Салаева Хĕрлĕ Чутайри "Ҫын тата ҫутҫанталӑк" таврапĕлӳ халӑх музейĕнче Хĕрлĕ Чутай тӑрӑхĕнчи хĕрарӑмсен правленийĕн хастарĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулӑва хутшӑнчĕ. Ҫавӑн пекех Атнарти пĕлӳ ҫуртне те ҫитсе курчĕ. Кун пирки тĕплĕнрех "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес кӑларӑмĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.

www.hypar.ru 



12 мая 2021
19:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter