Ветерансене парнесемпе савăнтарнă

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 76 çул çитнĕ ятпа çĕршыва ирĕке кăларакансене парнесемпе савăнтарнă. Кун пирки ĕçлев министрĕ Алена Елизарова ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йĕркелекен черетлĕ планеркăра каларĕ.

Парне пуххине вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсен продукцине, Сăр тата Хусан оборона чиккисен строителĕсене халалласа кăларнă кĕнекене, плед кĕртнĕ.

Ырă ĕçсен эрнине йĕркеленĕ. Ветерансен пурнăç условийĕсене тĕпченĕ. Алена Геннадьевна палăртнă тăрăх, республикăра мĕн пур ветерана, 100 проценчĕпех, хваттерсемпе тивĕçтернĕ. 2010 çултан тытăнса 6025 çынна хваттер панă — 5,8 миллиард тенкĕлĕх. Кăçал тата 12 çынна тăваткал метрсемпе тивĕçтермелле. Вĕсенчен виççĕшĕ тивĕçлĕ сертификатсене илнĕ те ĕнтĕ. Социаллă ĕçченсем паян та ватăсемпе çине тăрса ĕçлеççĕ: коронавирусран сыхланмалли вакцинаци пĕлтерĕшне, прививка чирлес хăрушлăха чакарнине ăнлантараççĕ.

www.hypar.ru

 



12 мая 2021
07:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter