Коронавируспа чирлисене Парада кĕртмен

Чир-чĕре сарăлма парас мар тесен тăтăшах профилактика ирттермелле. Çак ĕç пысăк пĕлтерĕшлине сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелекен черетлĕ планеркăра тĕслĕхпе çирĕплетрĕ.

Çĕнтерӳ кунне хатĕрленнĕ май унта хутшăнакан 1027 çынна тестланă-мĕн. Вĕсенчен иккĕшĕ коронавируспа чирли палăрнă. «Тестлани вирус çав çынсенчен ыттисене ересрен сыхланма май пачĕ. Тепĕр енчен, пин ытла çынран иккĕшĕ кăна чирлĕ пулни ковид пирĕн патра анлăн сарăлманнине кăтартать», — терĕ министр. Чăн та, пытармарĕ: юлашки кунсенче вакцинаци кăтартăвĕсем кăшт чакни сисĕнет, анчах çакă та уяв-кану кунĕсемпе çыхăннă, министр прививка тутаракансен шучĕ çывăх кунсенчех пысăкланасси пирки иккĕленмест.

www.hypar.ru

 



12 мая 2021
07:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter