Олег Николаевпа Дмитрий Азаров Чӑваш Енпе Самара облаҫӗ хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхӑнăва сарасси пирки ыйтӑва сӳтсе явнă

Олег Николаев и Дмитрий Азаров обсудили вопросы двустороннего сотрудничества Чувашии и Самарской области Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чăваш ҫĕрĕ ҫинче Самара облаҫĕн губернаторне Дмитрий Азарова кĕтсе илнĕ. Икĕ ен тĕл пулнă самантра суту-илӳ, экономика аталанăвĕпе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Наукăпа вĕрентӳ, туризм ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех тăнă вĕсен.

Пирĕн республикăшăн кӳршĕллĕ регион яланах кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Икĕ республика хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнине асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.

Калăпăр, Самара тăрăхне Чăваш Енрен тĕрлĕ апат-ҫимĕҫ, пылак шывсем тата ытти паха таварсем ăсатăнаҫҫĕ, вĕсене халăх хапăл тусах йышăнни те куҫ кĕретех. Олег Николаев регионта чăвашсен ентешлĕхне аталанса пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратнине те асăннă. Самарăра пирĕн чăвашсем сахал мар, пĕрре виҫҫĕмĕш пайне йышăнаҫҫĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сумлă хăнана туризм енĕпе пурнăҫа кĕрекен паха проектсем пирки каласа кăтартнă. Ҫу уйăхĕнче иртнĕ уявсене паллă тума Чăваш Ене кӳршĕллĕ регионсенчен 12,5 пин ҫын килсе ҫитнине хыпарланă Пуҫлăх.  

Самара облаҫĕн губернаторĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики шанчăклă партнер пулнине хыпарланă, икĕ субъект хушшинче культура тĕлĕшĕнчен анлă проектсем пурнăҫа кĕрсе пынине каланă. Предприятисем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫленине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Хăна хăйсен тăрăхĕнчи пĕлтерĕшлĕ проектсем ҫинчен те пĕлтернĕ, экологине аталантарас тĕлĕшпе мĕнле ĕҫлесе пынине хыпарланă.  Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем «Пуласлăх инженерийĕ» наукăпа вĕрентӳ центрне Чăваш Ене хутшăнасси пирки те сӳтсе явнă.  Самара тăрăхĕнче центр ĕҫне 2019 ҫулта пуҫарса янă. Ҫĕршыври регионсенчен тĕрлĕ предприятисем вăл ĕҫе хапăл тусах хутшăннине асăннă губернатор хăйĕн сăмахĕнче.  Олег Николаев республикăри промышленноҫ предприятийĕсем унта хаваспах хутшăнма пултарасса каланă. Дмитрий Азаров ҫитес вăхăтрах Чăваш Енĕн сĕнĕвĕсене шута илсе, ыйтăва сӳтсе явма шантарнă.     

Фоторепортаж



13 мая 2021
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter