Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комиссипе оперативлă штабăн пӗрлехи ларӑвӗ иртнĕ

В Чувашии усилят безопасность в образовательных организациях   Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комиссипе оперативлă штабăн пӗрлехи ларӑвӗ иртнĕ.

Ларӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комиссийĕн председателӗ Олег Николаев, Раҫҫей ФСБ  Чăваш Енри Управленийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикинчи оперативлă штабăн ертӳҫи Альберт Савинцев ертсе пынă.

Вӗренӳ организацийӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивĕҫтерес ыйту кун йĕркинче  ҫивĕч тăнă, ăна ертӳҫĕсем тĕплĕ сӳтсе явнă.

Олег Николаев Чӑваш Енре хăрушсăрлăх ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине, комплекслă ӗҫленине палӑртнă, мĕнпур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине каланă.  "Тутарстанра пулса иртнĕ инкек пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатма, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелли пӗр стандарта йӗркелеме пирӗнтен ыйтать", - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Пӗрлехи лару пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ача сачӗсемпе шкулсенче, колледжсенче тата аслă шкулсенче террора хирӗҫ кӗрешессине тивӗҫтермелли тытӑма лайӑхлатма пулӑшакан хушма мерӑсем йышăнассине каланă,  вĕсене федераци саккунӗсене,  ятарлă ведомствӑсен нормативлӑ право никӗсне тӗпе хурса пурнăҫа кĕртмеллине палăртнă.

Интернетра,  ачасене усал ĕҫсем тума витĕм кӳрекен хыпарсене, кулленех тĕрĕслесе тăма, тимлĕхе ҫухатма юраманнине  чĕнсе каланă паянхи ларăва пухăннисем.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тишкерме хушнă, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмаллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă.  



14 мая 2021
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter