Чӑваш Енре тулашри сӑлтавсенчен вилеслӗхе чакармалли пӗрлехи план туса хатӗрлеҫҫӗ

В Чувашии разработают единый межведомственный план по снижению смертности от внешних причин Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – вилекенсен шутне чакарасси, профилактика ĕҫĕсене ытларах та ытларах ирттересси.

Демографи лару-тăрăвне пăхас пулсан, кăҫал тăватă уйăх хушшинче регионта вилекенсен шучĕ чакса пыни куҫкĕретех.  Нарăс уйăхĕнчен пуҫласа ака уйăхĕччен республикăра ҫӳлерех асăннă ыйтупа кăтартусем япăх мар. Пур-пĕрех тимлĕхе ҫухатма юрамасть, ака уйăхĕнче пурнăҫран уйрăлса каякансен шучĕ кăштах ӳсни сисĕнкелет.  

«Пĕрле пурин те канашласа пĕрлехи ĕҫсен планне пăхса тухса йышăнса хăвармалла.  Комплекслă ĕҫсем пурнăҫлама пикенмелле.  Вилекенсен сăлтавне уҫăмлатни те ыйтăва кирлĕ пек шайра татса пама витĕм кӳрĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн ведомствăсен хушшинчи комплекслă плана пăхса тухма йышăннă.  Профилактика ĕҫĕ ҫине те тимлĕх уйăрмалла.  Вилекенсен сăлтавне тĕпе хурса, кулленех халăхпа усăллă та пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем  йĕркелесе ирттерме тăрăшмалла.  Анлă плана республикăри хуласемпе районсенче пăхса тухмалла. Кашни муниципалитетăн хăйĕн ҫирĕп йĕри пулмаллине каланă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.  

Информаци тĕлĕшĕнчен хыпарсем вăхăтра тата кирлĕ пек шайра тĕрĕс халăх патне илсе ҫитермелле. Ҫынсене ытларах та ытларах сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳмелле. Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курма ҫителĕклĕ условисем йĕркелесе тăратмалла. Ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ министрĕ Алла Салаевăна шаннă.

Ҫынсем  тепре чухне ҫул-йĕрсем ҫинче инкеке лекеҫҫĕ, пушарта ҫунса кĕлленеҫҫĕ, шывра путса вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каяҫҫĕ тата ытти сăлтавсемпе те вилеҫҫĕ.  Апла пулсан, пурин те асăрхануллă пулмалла, кашнин хăйĕн сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла.



14 мая 2021
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter