Чӑваш республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тăратнă саккун проекчӗсене ырланă
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ хӗрӗх тӑххӑрмӗш сессийӗнче депутатсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килĕшнĕ саккунсен проекчĕсене ырланă.
Республика парламенчӗн депутачӗсем тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма сертификатсем паракан ҫӗнӗ майсем ҫинчен калакан саккуна тӳрех икӗ вулавра йышӑннӑ.
Унпа килӗшӳллӗн социаллӑ тӳлев пама палӑртнӑ граждансен 23 ҫултан пуҫласа тата аслӑрах пулмалла, судпа айăпланма юрамасть тата кулленех ĕҫлемелле.
"Пĕр тăлăх ачашăн социаллă тӳлев виҫи 33 тăваткал метр лаптăкăн социаллă норминчен тухса тăрать. Хаксене вара Чăваш Республики валли Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви палăртнă», – тесе ăнлантарнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство, архитектура тата пурăнмалли ҫут-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх министрĕ Павел Данилов.
Сертификат илекен хӑйӗн тата кивҫен укҫи-тенкипе, ҫавӑн пекех патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти майӗсемпе, сӑмахран, амӑшӗн капиталӗпе, усӑ курма пултарать. Ҫав хушӑрах пурӑнмалли пӳлӗме суту-илӳ е пайӑр хутшӑну договорӗпе туянма пулать. Ҫакна палӑртмалла: пурăнма юрăхсăра тухнă ҫурта тата ҫывӑх хурӑнташсенчен (мӑшӑрӗсенчен, аслашшӗсемпе асламӑшӗсенчен) ҫурт-йӗр туянма юрамасть. Граждансем пурӑнакан вырӑн тӑрӑх, патшалăх пулӑшăвне илес тесе ыйту тăратма пултараҫҫӗ.
Пӗтӗмпе 2021 ҫулта тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗрӗпе тивӗҫтермешкӗн 356 млн тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ, вӗсенчен 281,4 млн тенкӗ – республика бюджечӗн укҫи-тенки. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе 279 ҫынна тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Ҫав хушӑрах ҫакна палӑртмалла: пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗсене республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ кӑна уйӑрса параҫҫӗ. Укҫа-тенкӗне ҫав муниципалитетсене параҫҫĕ, ăҫта тăлăхсем ҫурт-йĕр пирки ыйтса ҫырнисем чăнласах та пур пулсан.
Аса илтеретпӗр, тӑлӑх ачасене укҫа сертификачĕсемпе тивĕҫтермелли йĕрке тытӑмне туса хатӗрлеме Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнӑ.
Строительство министерстви ыйтăва тĕплĕнрех тишкерес тесе, ытти регионсен паха ĕҫ опычĕсене тарăн пăхса тухнă, йĕркене тӗпчесе кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.
Ҫавӑн пекех депутатсем Чăваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пирки, укҫа-тенкĕ, налук тата ытти саккун проекчĕсене те тишкернĕ, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.