Ҫу уйăхĕн 17-мӗшӗ тӗлне регионта пӗтӗмпе ҫурхи тыр-пулпа пӑрҫа йышши культурӑсене 169,3 пин га акса хӑварнӑ

Ҫу уйăхĕн 17-мӗшӗ тӗлне регионта пӗтӗмпе ҫурхи тыр-пулпа пӑрҫа йышши культурӑсене 169,3 пин га акса хӑварнӑ

Кун ҫинчен Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан канашлура пӗлтернӗ.

Ҫу уйăхĕн 17-мӗшӗ тӗлне регионта пӗтӗмпе ҫурхи тыр-пулпа пӑрҫа йышши культурӑсене 169,3 пин га акса хӑварнӑ, ҫакӑ  палăртнă планран 84,5% шутланать. 2020 ҫулта  ҫак тапхăрта пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 79,6 процентне ҫеҫ  пурнăҫланă.

Вӑрнар, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче ҫĕр ĕҫченĕсем ҫур аки ĕҫне пĕтĕмпех вӗҫленӗ. Патӑрьел тата Красноармейски районӗсем те тыр-пул акассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ.

Иртнӗ талӑкра республикӑра 13 пин га  ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тыр-пул  акнă. Ҫакăн евĕр хăвăртлăхпа ĕҫлесен  пĕр  виҫ-тăватă кун хушшинче акана вӗҫлеме пулать. «Тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене эрне хушшинче акса пĕтерме тĕллев лартнă», -тесе хыпарланă ял хуҫалăх министрĕ.

Кӗрхи тыр-пул  100,5 пин га йышăнать, иртнĕ ҫулхипе танлаштарсан 7,4 пин га ытларах акса хăварнă.

Техника культурисемпе ҫӗр улми лартас ĕҫ те малалла пырать.

Хӑмла туса илекен хуҫалӑхсенче хӑмла ҫакас енӗпе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Пĕр сăмахпа каласан, уй-хир ĕҫĕ пĕлтĕрхинчен чылай лайăх пулса пынине палăртнă министр.

Кун пек лайăх ĕҫлеме вӑрлӑхӑн хатӗрлемелли калӑпӑшӗ, минерал удобренийӗсен саппасӗсем тата техника модернизацийӗ ҫителĕклĕ пулни витĕм кӳнĕ. Сӑмахран, кӑҫал республика аграрийӗсем ял хуҫалӑх техникине 372 ед. туяннӑ, ку вăл 2020 ҫулхипе танлаштарсан 1,4 хут пысӑкрах.



17 мая 2021
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter