Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ялта пурӑнма ҫурт-йӗр тăвакансене пулӑшасси ҫинчен пӗлтернĕ
Пĕчĕк хуласемпе ялсенче ҫурт-йĕр сахал пулмалла мар тенĕ канашлура ертӳҫĕсем.
Уҫă калаҫăва строительство, банк организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕчĕк хуласемпе ялсенче ҫурт-йĕр строительствин тытăмне аталантарма витĕм кӳрекен ҫăмăллăх мерисем пирки калакан ĕҫ хутне пăхса тухма хушнă. Юлашки вунă ҫул хушшинче кăтарту ку енĕпе 69 процент таран чакса пынине асăннă вăл.
Граждансене ҫăмăллăх мелĕпе тивĕҫтерме хута яракан ҫурт-йĕр хăпартнă чухне инженер инфратытăмне пурнăҫлама тăкакланакан пая тавăрса каялла парса пулăшмалли йĕркене те сӳтсе явмаллине асăннă Пуҫлăх.
Кăҫалтан пуҫласа Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн харпăр хăй программипе килĕшӳллĕн, инженери инфраструктурин объекчĕсене тунă чухне, бюджетран та тĕрев пама пултараҫҫĕ. «Ҫакăн евĕр пулăшусемпе Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлекен строительство организацийĕсем хастар усă кураҫҫĕ. Ҫав вăхăтрах ялсенче ĕҫлекен строительство предприятийĕсем ҫак ҫăмăллăхсем ҫине тимлĕх уйăрманни сисĕнет», - тесе хыпарланă Чăваш Республикин Строительство министерствинче.
Ял территорийĕсенче ҫăмăллăх мелĕпе тивĕҫтерекен хваттерсен хакĕ еплерех пулни пирки кăсăкланма хушнă регион Пуҫлăхĕ. Тăлăх ачасене, нумай ачаллă ҫемьесене хваттерпе тивĕҫтермелли хаксем кашни муниципалитетра тĕрлĕрен, калăпăр, районсенче 1 кв метршăн - 31 486 тенкĕ пулсан, Канашра, Улатăрта, Ҫĕмĕрлере ку виҫе 32 401 тенкĕпе танлашать.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев нумай ачаллă ҫемьесене хваттерсемпе тивĕҫтернин кăтартăвне тĕпрен пăхса тухма, пĕтĕмлетӳ тума сĕннĕ Чăваш Республикин Строительство министерствипе Ĕҫлев министерствине. Ҫак ĕҫе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те кӳлĕнме хушнă вăл сăмаха ҫавăрса. Пĕтĕмлетӳ ĕҫне икĕ эрне хушшинче хатĕрлеме каланă республика Пуҫлăхĕ ятарлă ведомство ертӳҫисене.
Чăваш Республикин Ĕҫлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, социаллă пулăшăва 832 нумай ачаллă ҫемье тивĕҫет. Йышлă ҫемьесенче пиллĕк, е тата та ытларах шăпăрлансем ҫитĕнеҫҫĕ. Вĕсем шăпах та патшалăх пулăшăвне тивĕҫлĕ.
Енчен те мĕнпур йышăнусене пурнăҫласан, ялсенче хваттерсен ҫителĕксĕрлĕхĕ пулмĕ. Калăпăр ял ипотекипе те ҫурт-йĕр хăпартас ĕҫ анлăн пурнăҫа кĕрсе пырасси иккĕлентермĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче халăх ял ипотекипе хастар усă курнине палăртнă. 2020 ҫултан пуҫласа пурĕ регионта Россельхозбанк тата Раҫҫей Перекет банкĕ ҫынсене ҫăмăллăх кредичĕсем панă: пурĕ 1100 кредит, пĕтĕмпе 1,8 млрд тенкĕ тăкакланнă ҫӳлерех асăннă банксем.
«Паянхи куна илес пулсан, патшалăхăн тĕрлĕ программисем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, вĕсемпе граждансем анлă усă кураҫҫĕ. Каламасăрах паллă, ҫăмăллăх мелĕпе усă куракансем пĕчĕк хуласемпе ялсенче ҫурт-йĕр хăпартнă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
2021 ҫулта ҫурт-йĕр хута ярассипе палăртнă кăтарту – 719 пин кв. метрпа танлашмалла. Ку кăтартăва планпа пăхса хăварнă. «2026 ҫул тĕлне Раҫҫейĕпе пурĕ 120 млн кв м пурăнмалли ҫурт-йĕр хута яма тĕллев лартнă. Вăтамран пĕр ҫынна 0,82 кв.м. тивĕ. Ҫак кăтарту Чăваш Республикинче пысăк, 0,49 кв. м. танлашать, Раҫҫейри вăтам кăтартуран пысăкрах пулни куҫкĕретех. Ҫав вăхăтрах пирĕн тăрăхра юлса ĕҫлекенсем те хальлĕхе пур-ха. Строительство енĕпе Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарта, ялсенче пурăнмалли ҫурт-йĕр хăпартассин кăтартăвĕ пĕчĕкрех», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. «Пĕчĕк хуласенче пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсем те сахал мар. Тепĕр чухне халăха ҫĕнĕ хваттерсемпе тивĕҫтернĕ, анчах та кивĕ ҫурчĕсем ҫаплипех ялсенче территорисен сăн-сăпатне илемсĕрлетсе ларни те пулкалать», - тенĕ вăл.
Пурĕ районсенче ҫурт-йĕр хăпартса лартма пушă выртакан ҫĕр лаптăкĕсем – 54, вĕсен калăпăшĕ 25,7 га танлашать. Вăл территорисенче пĕтĕмпе 198 пин кв. метр ҫурт-йĕр тума плана кĕртнĕ.
Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов хăйĕн докладĕнче тăлăха юлнă 697 ачана – 23 пин кв. метр ҫурт-йĕр лартса памаллине, нумай ачаллă 269 ҫемйене – 22,8 пин кв. метр чухлĕ ҫурт-йĕрпе тивĕҫтермеллине хыпарланă.