Киокусинкайпа – 4 медаль

Иртнĕ канмалли кунсенче Самар хулинче киокусинкай енĕпе «Шихан кубокĕ» Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ.

Тупăшăва çĕршывăн 30 регионĕнчен 500 ытла спортсмен хутшăннă, Чăваш Енрен — 18-ăн. Пирĕн ентешсем икĕ «кĕмĕл» /Ксения Павлова тата Даниил Руссанов/ тата икĕ «Бронза» /Роман Морозов, Александр Овчинников/ çĕнсе илнĕ.

Палăртмалла, Даниил Руссанов çак ăмăртура Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

www.hypar.ru



17 мая 2021
18:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter