«Аист кунĕ»

Шупашкарти тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасен центрĕнче «Аист кунĕ» иртнĕ.

Мероприятие И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн студенчĕсем йĕркеленĕ. Унта ачана опекăна илме, хӳтлĕх пама, усрава илме хатĕрленекенсем — ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнисене пулăшма тăрăшакансем — хутшăннă.

Ачасемпе хăнасем уçă сывлăшра вылянă, конкурссенче тупăшнă — çапла майпа пĕр-пĕринпе лайăхрах паллашма пултарнă. Çакнашкал тĕл пулу хăш-пĕр ачана çемье тупма пулăшасса шанаççĕ мероприяти йĕркелӳçисем.

www.hypar.ru



17 мая 2021
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter