Элĕксем Музей каҫне хутшӑннӑ
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музей кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май Раҫҫейре Музей каҫӗсем иртрӗҫ.
Элӗк районӗн литературӑпа тавра пӗлӳ музейӗ те ҫак акцие хутшӑннӑ. Мероприяти "Тури чӑвашсен культурипе кулленхи пурнӑҫӗ" картишре иртнӗ. Унта Элӗк шкулӗнче вӗренекенсем ҫитсе курнӑ.
Музейра йӗркеленӗ экскурсире ачасем хуҫалӑхра лашапа ӗҫлемелли техника ҫинчен пӗлнӗ. Тури чӑвашсен "Валинкке" юрӑпа ташӑ ансамблӗ "Вӑйӑ карти" лартса панӑ.
Унтан тури чӑвашсен наци апатне - хуран кукли - хатӗрлессипе ӑсталӑх класӗ иртнӗ.