Шелепине асӑнса пуҫтарӑннӑ

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа сумлӑ мероприяти иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Мероприятие Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем, артистсем, ӑсчахсем тухса кайнӑ. Тутарстанри, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастарсем те пырса ҫитнӗ унта. Ҫавӑн пекех Шелепин тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем, мӑнукӗсен ачисем хутшӑннӑ.

Николай Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. Литература ӗҫне Шелепи вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ вӑхӑтӗнче тытӑннӑ. Поэт тутарла та чылай сӑвӑ ҫырнӑ, 1915 ҫулта унӑн икӗ кӗнеке тухнӑ.

«Сувар» хаҫат уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, «Беловка ялӗ Шелепи ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ теес килет. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш Чӑваш халӑх поэчӗн ҫывӑх тӑванӗсем вӑл ҫуралса ӳснӗ Ҫӗнӗ Ӳселӗнчен 1921 ҫулта ытти чӑвашсемпе пӗрле Беловка ялне пурӑнма куҫнӑ».



https://www.chuvash.org/news/28617.html
18 мая 2021
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter