Кăçал 17 пин хĕрпе каччăшăн юлашки шăнкăрав янăрĕ

Тин кăна вĕренӳ çулĕ пуçланнăччĕ. Симерĕмĕр те экзаменсем тытмалли вăхăт çитрĕ. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче ППЭ-2021 старт илет. Пĕрремĕш экзамен — географипе, литературăпа тата химипе.

Паян ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерствинче ППЭ тата ПТЭ тытас ыйтусемпе массăллă информаци хатерĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци иртрĕ. ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вузсене вĕренме кĕме палăртман, 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем ППЭ тытмасан та пултараççĕ. Аттестат илме вĕсен вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен патшалăх экзаменĕсене /ГВЭ/ вырăс чĕлхипе тата математикăпа тытмалла. Вузсене вĕренме кĕрес текен выпускниксен аттестат илме 2021 çулта пĕр обязательнăй экзамен — вырăс чĕлхипе ППЭ — тытмалла. Сывлăх хавшаккисене кăçал суйлама ирĕк панă. Вĕсем Патшалăх экзаменĕсене тытаççĕ, е ППЭ витĕр тухаççĕ.

Сăмах май, кăçал 1200 çамрăк 9-мĕш класран вĕренсе тухать. Çавăн пекех 11-мĕш класс пĕтерекен 5000 çамрăкшăн юлашки шăнкăрав янăрать.

www.hypar.ru

 



19 мая 2021
18:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter