Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Мӑнкун ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

 Сире Мӑнкун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Пурнӑҫ хӑватне сӑнарлакан ҫак уявӑн ырӑ йӑли-йӗрки ӗмӗртен-ӗмӗре тӑсӑлать. Кашнин чӗринчех чи ҫутӑ туйӑмсене вӑратса Мӑнкун ыр кӑмӑллӑхпа хӗрхенӳлӗх ҫинчен, ҫынна юратмаллине тата ҫут тӗнчемӗр илемлӗхне аса илтерет.

Савӑк ҫак кун тӑван кил-йыш ытамӗнче, килӗшӳре тата ҫывӑх ҫынсене юратса хисепленине палӑртса ирттӗр!

Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫынна телей тата ҫирӗп сывлӑх сунатӑп!

Христос Чӗрӗлнӗ!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                          Олег Николаев



02 мая 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter