Район уй-хирĕсенче

Шăрăх çанталăк тăрать. Районти хуçалăхсенчи механизаторсем вара хĕрсех ака тăваççĕ. Майăн 19-мĕшĕ тĕлне пурĕ 9882 гектар çинче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Çав шутра 3726 гектар — çурхи тулă, 4542 гектар — урпа, 1224 гектар — сĕлĕ, 145 гектар — пăрçа, 50 гектар — нимĕç пăрçи, 195 гектар вика акса хăварнă.
432 гектар çĕрулми лартнă, çав шутра «Слава картофелю» агрофирмăра — 150 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирмăра — 120 гектар, «Рассвет» ЯХПКра — 62 гектар, «Дружба» ЯХПКра — 50 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕн- че — 50 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирмăра 23 гектар çинче пахча çимĕç лартнă. «Дружба» ЯХПКра — 55 гектар, «Пайгас» ЯХПКра 30 гектар çинче рапс акнă. «Дружба» ЯХПКра тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче пурĕ 290 гектар хĕвелçаврăнăш акнă.
Выльăх апачлĕх культурăсене акас ĕç те малалла пырать. Пурĕ районĕпе 420 гектар куккурус, 1495 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 70 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акнă.
Р.БАСНИКОВ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



20 мая 2021
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter