Осиповсем çĕнтерчĕç

Майăн 15-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра çемье командисем хушшинче «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа-спорт комплексĕн Пĕтĕм Раççейри спорт фестивалĕ иртрĕ.
Спорт фестивальне хутшăнма кăмăл тунă çемьесем тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç. 60, 2000 тата 3000 метра чупрĕç, винтовкăран печĕç, туртăнчĕç тата ытти те. Урамра шăрăх çанталăк пулнине пăхмасăрах, ачасем те, аслисем те хастарлăхпа палăрчĕç. Кашниех хусканусене тĕрĕс тата хăвăрт тума тăрăшрĕç. Чи хастаррисем Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакан Осиповсем пулчĕç. Вĕсем çемье фестивалĕнче — пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Зариповсем /Элпуç ял тăрăхĕ/ фестиваль уявĕнче иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Комсомольскинче пурăнакан Семеновсем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Çемьесем чăннипех те маттур, ашшĕ-амăшĕсем ачисене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслаштараççĕ, сывлăха çирĕплетме хăнăхтарса ÿстереççĕ.

Тĕплĕнрех



20 мая 2021
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter