Форум усăллă иртрĕ

Нумаях пулмасть районта «Мой бизнес» форум иртрĕ. Унта ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Денис Спирин, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, «Мой бизнес» центрăн представителĕсем Николай Кузьмин, Александр Быченков тата Андрей Игнатьев, Пĕтĕм Раççейри «Опора России» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн председателĕ Андрей Семенов, районти предпринимательсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах Александр Осипов пухăннисене саламлă сăмахпа кĕтсе илчĕ, районта предпринимательлĕх мĕнле аталаннипе паллаштарчĕ, малашнехи аталану мелĕсене тишкерчĕ. ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Денис Спирин республикăра вак тата вăтам бизнес пуçарса яракансем патшалăх паракан мĕнле пулăшусемпе усă кума пултарни çинчен каласа пачĕ, çав шутра ял хуçалăхĕнчи грантсем, туризма аталантармалли субсидисем тата ытти мелсем çинчен аса илчĕ.
Александр Рыбаков налук тытăмĕнчи тĕп улшăнусемпе паллаштарчĕ, предпринимательсем хăйсен прависене мĕнле майпа хÿтĕлеме пултарнине палăртрĕ. «Мой бизнес» центрăн представителĕсем хăйсен ĕçне уçакансене çак бизнес-инкубатор мĕнле пулăшусем кÿни çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче пуçтарăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене пачĕç, малашнехи ĕçе мĕнле йĕркелемелли çинчен калаçрĕç.
Малалла форум хăнисем Василий Семеновăн фермер хуçалăхне çитрĕç, сыр тăвас енĕпе ăсталăх класне хутшăнчĕç. Унтан вĕсем «Тав» ОООна çитсе унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, патшалăх паракан пулăшусемпе мĕнле усă курма пулнине тĕплĕн сÿтсе яврĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



20 мая 2021
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter