Тылра паттăрлăх кăтартнисене нихăçан та манас марччĕ

Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалласа курав уçăлчĕ. Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсемпе ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Куравра архив докуменчĕсемпе, окоп чавма хутшăннисемпе, вĕсен аса илĕвĕсемпе, сăн ӳкерчĕксемпе тата çак пулăмпа çыхăннă ытти материалпа паллашма пулать. Кунашкал экспозицисем университетра кăна мар, шкулсенче, библиотекăсенче йĕркеленĕ.

Выставкăна уçма Алла Салаева вице-премьер, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева тата ыттисем хутшăнчĕç. «Пирĕн вăрçă вăхăтĕнче тылра паттăрлăх кăтартнисене тата вĕсен ĕçĕсене асра тытмалла. Вĕсем çинчен кĕнекесем çырмалла, юрăсемпе сăвăсем хайламалла. Тĕпчевсемпе шырав ĕçĕсене малалла тăсмалла, пĕр çыннăн ячĕ те манăçа тухмалла мар, вĕсем историе кĕрсе юлмалла», — терĕ Алла Леонидовна. Наталья Алексеевна Çĕнтерӳре хĕрарăмсен тӳпи питĕ пысăк пулнине палăртрĕ. «Темле йывăр пулсан та хĕрарăмсем чыслăха çухатман. Пĕтĕм асап-нушана чăтнă, окоп чавнă çĕрте, колхоз уйхирĕнче пур вăя хурса тăрăшнă. Вĕсенчен пирĕн тĕслĕх илмелле, вĕсен пархатарлă ĕçне сума сумалла», — терĕ вăл.

95 çулти Нил Морозов фронта лекиччен окоп чавма хутшăннă. «Эп ун чухне 9-мĕш класра кăна вĕренсе тухнăччĕ. Пĕтĕм ĕçе алăпа тăваттăмăр, нимĕнле техника та пулман. Кĕреçе, кувалда паратчĕç. Хĕрарăмсемпе хĕрсем, шкул ачисем, вăрçа каяйман арçынсем ĕçлетчĕç. Тăхăнмалли те çукчĕ. Ман урара çăпата кăначчĕ, çире фуфайкăччĕ. Çăкăрпа çĕрулми кăна çисе пурăнаттăмăр, улăм çинче çывăраттăмăр. Тĕттĕмчченех ĕçлеттĕмĕр, çĕр пӳрт икĕ çухрăмра вырнаçнăччĕ, утма вăй та çукчĕ», — хумханса аса илчĕ вăрçă ветеранĕ.

www.hypar.ru



06 мая 2021
18:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter