Астăвăм сачĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине  халалласа Çĕнĕ Шупашкарта  "Астăвăм сачĕ" акци йĕркеленĕ. Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чиркÿ лапамĕнче, Швеницын скверĕнче тата хулан  историпе тавра пĕлÿ музейĕн территорийĕнче йывăçсем лартнă.

Паян вара Улмуççи уçланкинче ĕç вĕресе тăчĕ. Акци тĕллевĕ пархатарлă: вăрçăра пуç хунисен ячĕпе симĕс палăк çитĕнтересси. Кам кăна хутшăнмарĕ пулĕ унта: ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Павел Семенов, хула çыннисем, шкул ачисем, студентсем, волонтерсем. Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, панулми йывăççисене Патăрьелти питомникрен илсе килнĕ. Паян лартнă лаптăкри 76 улмуççи икĕ-виçĕ çултан çимĕç пама пуçлĕ. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересси пĕтĕмпех хамăртан килет.

Çак кун пилĕк çулти Федя Горшковăн хăйĕн ятĕнчен улмуççи ÿсме пуçларĕ. Сергей Артамонов тата Павел Семенов лартнăскере ăна шанса пачĕç. "Çак йывăç мĕнле çитĕннине сана сăнаса тăма шанатпăр. Унпа пĕрле хăв та ÿс, шкулта лайăх вĕренсе ăслă çын пул, Тăван çĕршыва юрать, ăна хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсене яланах асра тыт", - терĕç.

Панулми уçланкинчи ĕç çакăнпа вĕçленмест- ха. Çитес вăхăтрах кунта симĕс палăксен шучĕ татах йышланĕ.

www.hypar.ru



07 мая 2021
18:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter