Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Радио кунĕпе саламлани

Ҫыхăну отраслĕн тата электрон массăллă информаци хатĕрĕсен

 хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

 Сире професси уявĕпе - Радио кунĕпе - саламлатăп!

Пултаруллă журналистсем хăйсен кураканĕсемпе итлекенĕсене пĕлтерĕшлĕ пулăмсем ҫинчен вăхăтра тата тĕрĕс пĕлтерсе тăраҫҫĕ, кăларăмсенче пурне те пăлхантаракан ҫивĕч ыйтусене ҫĕклеҫҫĕ, ҫынсемпе чĕрĕ калаҫу йĕркелеҫҫĕ.

Ҫыхăну тата телекоммуникаци цифровизацин тĕп ҫул-йĕрĕ пулса тăраҫҫĕ, вĕсем ĕнтĕ пирĕн кулленхи пурнăҫа ҫирĕп кĕрсе вырнаҫрĕҫ, наци приоритечĕсен шутне лекрĕҫ. Халăх хуҫалăхăн тĕрлĕ сферине цифра технологийĕсене васкавлăн кĕртни Чăваш Ене малалла ҫирĕппĕн ярса пусма, пурнăҫ пахалăхне ӳстерме май парасса шанса тăратăп. Эпир ҫапла пултăр тесе тăрăшатпăр та ĕнтĕ.

 Отрасль ĕҫченĕсене тата ветеранĕсене яваплăхшăн тата ĕҫри пултарулăхшăн тав тăватăп! Профессире ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума хавхалану сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                 Олег  Николаев 



07 мая 2021
07:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter