Куççульпе савăнăç уявӗ

Çĕнтерÿ кунне халалласа паян, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Шупашкарта Республика лапамĕнче çар парачĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уçрĕ. Чи малтанах вăл вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене уяв ячĕпе саламларĕ.

"Сирĕн паттăрлăха, хастарлăха пула эпир кăçал тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитнине уявлатпăр, - терĕ вăл. - Ку уяв - пĕрлĕхлĕ, савăнăçлă. Паллах, 1418 кун тăсăлнă вăрçа нихăçан та манмастпăр. Вут-çулăм хирĕнче çеç мар, тылра та хастар ĕçленĕ халăх. Çавăн пекех Сăрпа Хусан тăрăхĕсенче окоп чавнă. Кăçалхи çулталăка шăпах вĕсене халалларăмăр."

Уява пухăннисене çавăн пекех Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин, тата тĕп хулари 59-мĕш шкулти вĕренекенсем саламларĕç.

Малалла парада Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ, йĕрке хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем, кадетсемпе çамрăк армеецсем тăсрĕç. Ун хыççăн çар техники çула тухрĕ.

ШУХӐШ

Зоя Харитонова, Шупашкарта пурăнакан:

Эпĕ 1932 çулта Муркаш районĕнче Хорнуй ялĕнчĕ çуралнă. Вăрçă нушине пайтах тÿсрĕмĕр, çапах чăтрăмăр. Ку уява питĕ кĕтнĕ эпир. Ахальтен мар "куççульпе савăнăç уявĕ" тетпĕр ăна.

www.hypar.ru



09 мая 2021
18:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter