Олег Николаев кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа QR-кодсем тӑрӑх халăха йышăнма пуҫлакан суту-илӳ объекчӗсен списокне йӗркелеме хушнӑ

Олег Николаев кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа QR-кодсем тӑрӑх халăха йышăнма пуҫлакан суту-илӳ объекчӗсен списокне йӗркелеме хушнӑ

 Чăваш Республикинче кăшăл вирус чирĕнчен асăрханас тĕлĕшпе, оперативлă штабăн иртнĕ ларăвĕнче кун пирки ятарлă хушу парса хăварнă. «Ҫитес эрнен пĕрремĕш кунĕнче предприятисемпе организацисен переченье хатĕрлеме хушатăп, ресурса та кăтартмалла. Вĕсем пирки тĕплĕнрех ăҫта вуласа пĕлме пулать», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Аса илтеретпĕр, раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче 205-мĕш №-лĕ Указне улшăну кĕртсе  алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.  

Вĕренӳ учрежденийĕсенче уйрăмах тимлĕ пулмалла, мĕнпур хăрушсăрлăх мерисене ҫирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă республика Пуҫлăхĕ.  Ача сачĕсем пирки те манма юрамасть, унта та ҫирĕп йĕрке хуҫаланмалла.  Аслă шкулсенче вĕренекенсене,  профессиллĕ пĕлӳ илекенсене те вакцинацилес ыйту та кун йĕркинчех тăнă. «Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви вĕренӳ учрежденийĕсене ҫитсе ҫамрăксене вакцинацилеме хатĕр.  Кĕске вăхăт хушшинче ыйтăва уҫăмлатса пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла.  Кану тапхăрĕ хыҫҫăн, вĕсене куҫăм формăпа вĕренме условисем йĕркелесе ҫитермелле», – тенĕ ведомство ертӳҫи.  

Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕ хулари обществăлла апатлану предприятийĕсенче ҫитес вăхăтра тĕрĕслев йĕркелесе ирттерме палăртнă.  Камсем уяв каҫĕсенче ҫĕрлеччен ĕҫленĕ, вĕсене тупса палăртса, кирлĕ пек явап тыттармаллине асăннă. Хăрушсăрлăх мерисене пурин те пăхăнмалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар. Кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла.

«Санитари йĕркисене епле пăхăннипе пăхăнманнине ҫирĕп тĕрĕслĕпĕр.  Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, явап тыттарасси те часах пулĕ», –  тенĕ республикăри тĕп санитари врачĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тĕрĕслеве ҫитес вăхăтсенчех йĕркелесе ирттерме сĕннĕ. «Вăхăта вăраха тăсса ан ярăр», – тенĕ вăл, оперативлă штабăн ҫитес ларăвĕнче пĕтĕмлетӳ ĕҫĕсемпе паллаштарма ыйтнă.  Предприятисемпе организацисем пирки тĕплĕ хыпарсем хатĕрлеме те хушнă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Тĕрĕслев ĕҫне прокуратура представителĕсене те явăҫтарма сĕннĕ.

«Ятарлă йышăнăва ҫирĕп пăхса хăварнă. Ҫĕнĕ ҫул каҫĕнче никамăн та ĕҫлемелле пулман.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсем те пулнă. Кун пек йĕркесĕрлĕхсем пачах та пулмалла мар.  Кунта тĕрĕслевсене эрне таран тăсса яма юрамасть, ҫийĕнчех кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла», – тесе  ҫирĕппĕн каланă  регион ертӳҫи.

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйту – 60 ҫултан иртнисене вакцинацилесси.    Хальхи вăхăтра пурĕ утмăлтан иртнĕ 153759 ҫын вакцинациленнĕ, планпа пăхса хăварнинчен 61,8 процент пулать.   Кăтарту ку енпе Вăрмар тăрăхĕнче лайăхах мар, пурĕ те унта 40,9 процент ҫеҫ вакцинациленнĕ. Чи пĕчĕк кăтарту тесен те йăнăш мар.   Чăваш Республикин Ĕҫлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри социаллă хӳтлĕх паракан учрежденийĕсенче тăрăшакансем раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуҫласа регионти ял тăрăхĕсенче ĕҫлекен специалистсемпе пĕрле 195 хутчен тĕрĕслеве тухнине, мобильлĕ ушкăнсемпе пĕрле аслă ҫултисемпе уҫă калаҫусем ирттернĕ, вакцинациленме хăтлă условисем йĕркелесе пама витĕм кӳнĕ. Пурĕ ҫӳлерех асăннă тапхăрта 1048 ҫынна вакцинациленме пулăшнă.   Енчен те ватăсем питĕ аякра пурăнаҫҫĕ пулсан, вĕсене валли ятарлă автотранспортпа тивĕҫтереҫҫĕ, вакцинациленме кирлĕ пек условисем туса панă.  Кун пек пулăшупа та сахал мар ҫын усă курнă,  кăтарту 400 ҫитнĕ.   



12 января 2022
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter