Чӑваш Ен Правительствипе РАНХиГС республикӑн кадрсен вӑй-хӑватне пӗрле аталантарӗҫ

Чӑваш Ен Правительствипе РАНХиГС республикӑн кадрсен вӑй-хӑватне пӗрле аталантарӗҫ

Гайдар форумĕ–2022 ĕҫ программипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата РАНХиГС  ректорĕ Владимир Мау вĕренӳ пайĕнче ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассипе  килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Икĕ ен тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче тĕрлĕ конкурссем ирттерессине, вĕрентӳпе ҫыхăннă проектсене пурнăҫа кĕртессине, Чăваш Республикинче профессионаллă команда йĕркелесе ярасси пирки ыйтусене тарăн пăхса тухнă.  Ку ĕҫсем пĕтĕмпех паха кадрсене тупса палăртассипе ҫыхăнассине те каланă уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.   Пĕр сăмахпа каласан, регион аталанăвне витĕм кӳме пулăшасси те куҫ кĕретех пулĕ.    

Килĕшӳ тунă документ Чăваш Енре вĕрентӳ енĕпе йĕркеленекен тĕрлĕ ăмăртусене вăй илтерсе пыма пулăшĕ. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан конкурссем регионта анлăрах сарăлса, хăйсен пĕлтерĕшне ӳстерсе пырĕҫ. «Раҫҫей лидерĕсем» конкурс пирки калас пулсан та, вăл ҫулсерен вăй илсе пырать, унта хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартас текенсен йышĕ те ӳссет.

Калăпăр, пирĕн республикăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пуҫарăвне тĕпе хурса «Управлени команди» тата «Ҫамрăк лидерсен команди» конкурс вăй илсе кайрĕ. Кунта шăпах та, пултаруллă ҫамрăксем хăйсен тавра курăмлăхне кăтартса параҫҫĕ, пысăк профессионалсем пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ.  Кунсăр пуҫне, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата  Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/  Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳрекен 2035 ҫулчченхи Стратегине пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн килĕшсе пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесси пирки те канашланă. Чăваш Республикин инвестици потенциалне хаклав тума ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ майсем пулĕҫ.  

Палăртатпăр, паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Гайдар форумĕ – 2022 мероприятинче «Современный руководитель: от компетентности к зрелости» уҫă калаҫăва хутшăннă.  Тĕплĕ калаҫăвăн ертӳҫи Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/  Аслă шкулĕн деканĕ Илья Шебураков пулнă.  Пĕлтĕр ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи управленисен компетенцине хаклассипе тимлекен Экспертсен канашĕн йышне кĕртнĕ.



13 января 2022
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter