Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев "Хевел" компанийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Зоя Санджиевăпа тӗл пулнă
Уҫă калаҫу вăхăтĕнче компанине аталантарас, Чăваш Енре симĕс генерацине вăй илтерес, сывлăша тасатас тĕлĕшпе ҫыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки сӳтсе явнă. Регион территорийĕнче объектсене хута ярасси пирки те сăмаха пуҫарнă, паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, энерги ҫăл куҫĕсене ҫĕнетсе пыма витĕм кӳрекен пайсем ҫинчен канашланă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев маларах палăртса хунă плансемпе паллаштарса хăварнă ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче хăнасене. Химпрома «симĕс» статусне йышăнтарса ҫĕнĕлле производство ĕҫне пуҫарса яма палăртни пирки каласа хăварнă. «Хĕвел энергийĕсене тĕпе хурса хушма подстанци йĕркеленĕ, ятарлă вырăн та пулса тăрĕ» - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Зоя Санджиева предприятийĕн директорĕ пулса 2022 ҫулта кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчен ĕҫе тытăннă. Малтан вăл «Хевел Региональная генерация» организацине ертсе пынă имĕш. Проектсен портфелĕн калăпăшĕ 300 МВт ытла пулнă.
Олег Николаев республика Правительствишĕн «Хĕвел» ҫав тери пĕлтерĕшлĕ партнер пулса тăнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илсе пыма та хăватлă витĕм кӳнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. «Пуласлăхри план пысăк. Предприятийĕн кăтартăвĕ анчах мар, пысăк технологисене тĕпе хурса организацине анлăрах сарасси ыйту та кун йĕркинчех», - тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ.
2021 ҫулта 12 уйăх хушшинче «Хĕвел» заводра 348 ытла МВт хĕвелĕн пайăрĕсене калăпласа кăларнă. Кăтарту ҫав тери пысăк, апла пулсан, предприятийĕн пуласлăхĕ куҫ кĕретех.
2021 ҫулта хĕвел модулĕсене Раҫҫейре электростанцисене хута яма сахал мар тивĕҫтернĕ. Калмыкинче, Свердловск тата Оренбург, Краснодар крайĕнче, Казахстан Республикине те чылай тавара ăсатнă. Ытларах пайне промышленноҫ тытăмне куҫарнă, инфратытăмри проектсене пурнăҫа кĕртме пулăшнă, ют ҫĕршывсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленĕ.
Ҫĕнĕ Шупашкар хулишĕн предприяти чăнласах та пысăк тĕрев пулса тăрать. «Чăваш Республикин Правительстви юлашки икĕ ҫул хушшинче пысăк промышленноҫ предприятийĕсемпе пĕрле килĕшсе пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрсах тăрăшать. Кăтарту та ҫук мар – тухăҫлăх тени малти вырăна тухса пырать. Стратеги аталанăвĕн ҫул-йĕрне пĕрле тишкеретпĕр. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли плана та пăхса хăваратпăр. Социаллă пурнăҫпа экономика, культура аталанăвĕсене витĕм кӳрекеннисене пысăк предприятисен инвестициллĕ программисемпе килĕштерсе пурнăҫа кĕртме тăрăшатпăр. Эпир сирĕнпе килĕшсе ĕҫлеме ялан хатĕр. Бизнес аталанни аван, тепĕр тесен бюджета та сахал мар тĕрев пулать», - тесе каланă Пуҫлăх.
Хальхи вăхăтра «Хĕвел» производствăна модернизацилессишĕн хăш-пĕр проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ĕҫлет. КПД ӳстерсе, таварсен калăпăшне хăватлантарса, тĕрлĕ таварсене тирпейлесе кăларассишĕн тăрăшать. Апла пулсан, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурасси ыйту та вĕсен кун йĕркинчех тăрать.
Иртнĕ ҫул Ҫĕнĕ Шупашкарти завод экспорта 60 ытла МВт тавар куҫарнă, кăҫал экспорта куҫарассин таварсен калăпăшне 100 МВт ҫитерме тĕллев лартаҫҫĕ. Предприяти ăсталаса кăларакан хатĕрсене Раççейре çеç мар, чикĕ леш енче те тухăçлă усă кураççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕлпулура малашне тухăçлă ĕçлессине палăртнă. Республикăра майсем те çителĕклĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкар çитес вăхăтра экономикăна аталантармалли ятарлă лапам пулса тăрĕ, çакă инвестици проекчĕсене илĕртме, ĕçе тухăçлă йĕркелеме май парĕ.