«Наци проекчӗсене пурнӑҫланине тӗплӗн тӗрӗслесе тӑмалла», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Наци проекчӗсене пурнӑҫланине тӗплӗн тӗрӗслесе тӑмалла», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Раҫҫей прокуратурин органĕсене йĕркеленĕренпе 300 ҫул,  Чăваш Республикин прокуратурине 100 ҫул ҫитнине палăртса, паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев торжествăлла мероприятине хутшăннă.  

«Хăйне евĕр икĕ пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Прокуратура тытăмĕнче тахҫантанпах ҫирĕп йăла йĕркеленнĕ.  Паха ĕҫ опытне ҫулсерен ҫитĕнекен ăрăва парса пыраҫҫĕ, ҫĕнни патне ăнтăлса ҫирĕп йĕркесене пăхăнма витĕм кӳреҫҫĕ», - тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче.   «Сирĕн тухăҫлă ĕҫĕр, йĕркелĕхĕрпе ҫирĕплĕхĕр Чăваш Республикинчи тăнăҫлăха упрамалли, тĕрлĕ сферăра саккунлăха тивĕҫтермелли, ҫынсен пурнăҫ шайĕпе пахалăхне ӳстермелли тĕп шăнăр пулса тăраҫҫĕ», - тенĕ Пуҫлăх.

Олег Николаев Чăваш Республикин патшалăх влаҫ  органĕсенче тăрăшакансем ӳлĕмрен те прокуратура ĕҫченĕсемпе тачă ҫыхăнса тухăҫлăха ӳстерсе ĕҫлеме тăрăшнине палăртса каланă.    Право хуралĕн чи аслă институчĕсенчен пĕри пулнă май прокуратура органĕсем саккунлăхпа право йĕркин хуралĕнче виҫĕ ĕмĕр ҫирĕп тăнине, патшалăх, общество тата граждансен интересĕсене шанчăклă хӳтĕленине палăртнă Ертӳҫĕ. Тĕрĕслев ăнлав яланах малти вырăнта тăмалла, кун пек чухне йĕрке хуҫаланасси те часах вара. Ҫĕршыв Президенчĕ палăртакан ыйтусене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурсăмăрăн та ҫине тăрсах ĕҫлемеллине  каланă вăл. Ҫыннăн кун-ҫулĕпе ҫыхăннă йывăрлăхĕсене татса парассишĕн, саккунсене пăхăнса пĕрле тăрăшса татса пама пĕлесси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕҫченĕсене тата ветеранĕсене, мероприятине пухăннă мĕнпур хăнасене Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин ăшшăн саламланă.  Сăмах май, 2021 ҫулта палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăҫланине, тухăҫлă ĕҫленине пĕлтернĕ.  Право хуралĕнче тăрăшакансемпе, влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине те палăртса хăварнă вăл. Халăха ĕҫ укҫипе вăхăтра тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Ку тĕлĕшпе вĕсен ведомстви йĕрке пăсакансене самай тупса палăртнă, явап тыттарнă. Наци проекчĕсем пирки калас пулсан та, сахал мар ĕҫленĕ.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра пурнăҫа кĕртес ĕҫре те сахал мар витĕм кӳнĕ вĕсем.  Яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлени чи пысăк хисепе тивĕҫ.  Прокуратура ĕҫченĕсем, чăнласах та, хăйсене шанса панă ĕҫе пысăк шайра пурнăҫласа пыни куҫ кĕретех.  Ĕҫчешсене професси уявĕ тата Раҫҫей прокуратурин органĕсене йĕркеленĕренпе 300 ҫул, Чăваш Республикин прокуратурине йĕркеленĕренпе 100 ҫул  ҫитнĕ ятпа саламланă, пархатарлă службăра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума суннă  ведомство ертӳҫи.  

Уяв ячĕпе мероприятине пухăннисене ытти официаллă хăнасем те саламланă, Яланхиллех, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.    



14 января 2022
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter