Чӑваш Ен ҫичӗ ҫӗнӗ шкул тума заявка хатӗрлет

Чӑваш Ен ҫичӗ ҫӗнӗ шкул тума заявка хатӗрлет

 Пĕрремĕш тапхăрпа хулари микрорайонсенче харăсах виҫĕ шкул хăпартса лартма плана кĕртнĕ. Графикăн иккĕмĕш тапхăрĕпе вара  республикăра тата та тепĕр тăватă шкул ҫĕклесси планра пур.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ министерствипе «ПроШкола» ТМЯО объектсене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе ĕҫлĕ ҫыхăнусем тытаҫҫĕ, ятарлă заявка хатĕрлессипе курăмлă тăрăшаҫҫĕ.

«Пирĕн тĕллев – ҫичĕ шкул регионта хута ярасси.  Паллă, объектсене ăҫта ачасене иккĕмĕш сменăпа шкулсенче вĕрентеҫҫĕ, ҫавăнта хута ярĕҫ. Калăпăр, хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăх пулнине кура та шута илнĕ.  Программăпа килĕшӳллĕн, малтанласах Шупашкар хулинче кăна объектсене палăртма май килнĕ пулсассăн, халĕ вăл килĕшĕвĕн условийĕсем сарăлнă, ытти муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче те социаллă пĕлтерĕшлĕ ҫуртсене хăпартма май пулĕ», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев

Ҫĕршыв Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе регионсенчи  хуласенче 1300 шкул тумаллăх укҫа-тенкĕ уйăрса панă.  Иккĕмĕш сменăпа ачасене шкулта вĕрентессине пачах та пăрахăҫлама тĕллев тунă. Шупашкарта кашни иккĕмĕш шкулта тенĕпе пĕрех ачасене иккĕмĕш сменăпа вĕрентеҫҫĕ.  Пирĕн республикăшăн ыйту уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 14 ҫĕнĕ шкул кирлĕ. Паянхи куна илес пулсан, вĕсенчен сакăр объектăн проект докуменчĕсене хатĕрлесе ҫитернĕ. 2021 ҫулта Муркашпа Патăрьелĕнче пĕрер шкул хăпартса лартнă, вĕсенче пурĕ 228 шкул ачи ăс пухать.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче шкулсене, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ҫĕнĕ территорисене аталантарса пырассипе килĕшӳллĕн, хăпартса пынине палăртнă.  Тепĕр тесен, хăш-пĕр шкулсем юрăхсăра та тухса пыраҫҫĕ, вĕсене те ҫĕнетесси кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Уйрăмах вĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Регионта ача сачĕсене, шкулсене модернизацилес ыйту та ҫивĕч тăрать.  Ҫакнашкал ĕҫсене пуҫласа 2021 ҫулта тума тытăннă.   53 шкулпа 35 ача садне пурĕ икĕ миллиард ытла тенкĕллĕх юсаса ҫĕнетнĕ. Кăҫал та ку енĕпе ĕҫе малалла тăсма плана кĕртнĕ. Ача сачĕсене – 11, шкулсене – 13 тĕпрен юсаса ҫĕнетме тĕллев лартнă.  Территорисенче тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.   

   «Вĕрентӳ пайĕнче татса паман хăш-пĕр ыйтусем тата та пур-ха. 124 шкула тĕпрен ҫĕнетсе улăштармалла. Ача сачĕсем – 68, вĕсене те хăтлăлатасси ыйту кун йĕркинчех тăрать. Пурĕ ҫак объектсене тирпейлесе ҫитерес ĕҫе тăватă ҫула кĕртсе хăварнă. Кăҫал 31 шкул ҫĕнетме плана кĕртнĕ. Вĕсенчен 10-шĕ Шупашкар хулинче вырнаҫнă.  Ача сачĕсемпе илес пулсан та, лару-тăру ҫапларах пулса пырать.  Уйрăмах ял территорийĕсенче вырнаҫнă социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем ҫине пысăк  тимлĕх уйăрмаллине тепĕр хут асăрхаттарса каланă вăл.  Вĕсем ятарлă программăсене те кĕреймеҫҫĕ, апла пулсан вăл объектсемпе хăйне евĕр ĕҫлесе пыма тăрăшмаллине асăрхаттарнă Пуҫлăх.  Ҫĕрпӳ районĕнче, Улатăр районĕнче, Етĕрне районĕсенче Канаш районĕпе Вăрмар районĕсенчи шкулсене те тимлĕхсĕр хăвармалла мар, вĕсенче те лару-тăру ҫивĕч», - каланă регион Пуҫлăхĕ.

2022-2023-мĕш ҫулсенче муниципалитетсенчи вĕрентӳ тытăмĕнчи объектсене тĕпрен юсаса ҫĕнетме пĕтĕмпе федераци бюджетĕнчен пурĕ 2,3 млрд тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 400 млн тенкĕ хушса тӳлеме плана кĕртнĕ. Ҫитес ҫулсенче регионта пĕтĕмпе 192 вĕренӳ учрежденине тĕпрен юсамалла. Вăл шутран пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 124 шкула тата ДОУ – 68-шне юсамалла.

«ПроШкола»  ТМЯО директорĕ Алиса Денисова Шупашкарта шкулсене туса лартма палăртнă территорисемпе тĕплĕн паллаштарнă, хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа хăварнă.



17 января 2022
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter