Надежда Бабкина "Раҫҫейĕн тӗрленӗ картти" проект сӑнарӗ пулӗ

Надежда Бабкина "Раҫҫейĕн тӗрленӗ картти" проект сӑнарӗ пулӗ

«Раҫҫейĕн тӗрленӗ картти» проекта ҫĕршывра пуҫарса янă. Историллĕ ҫĕршыв проекчĕн сăн-сăпатне сăнарлаканĕ Надежда Бабкина пулса тăнă. Кун пирки хăйĕн Инстаграм страницинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев каласа кăтартнă.

«Раҫҫей карттине тĕрлес текен шухăш ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен ҫак  проекта пуҫарса яраканĕ пулса тăнă. Ку ĕҫе ытти субъектсем те хапăл тусах йышăннă. Тĕлĕнмелле пысăк истори пулса тăрать.  Раҫҫей карттине пĕрле тĕрлени – хăйне евĕр истори пек пурнăҫа кĕрет. Пысăк халăхăмăрăн пуян йăли-йĕркине ҫирĕплетекен пулăм асра юлĕ», - тесе каланă видео саламра артистка.   

Проекта пурнăҫа кĕртес ĕҫе, 2021 ҫулта чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуҫлани пирки пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑ­хӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл пирӗн визит карточки, пирӗн мӑнаҫлӑх.

2021 ҫулта унӑн тӑсӑмӗ «Тӗрлесе ӳкернӗ Чӑваш Ен» проект пулса тӑнă, ун шайӗнче тӗрӗ ӑстисем республикӑри районсемпе хуласен тӗрлесе ӳкернӗ ӗлкисене пӗр пир ҫине пухса хатӗрлерӗҫ.

«Раҫҫейĕн тӗрленӗ картти» проекта РФ мĕнпур субъекчĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Калининградран пуҫласа Камчатка таранах алă ĕҫ ăстисем хăйсен пуян культурипе йăли-йĕркине ҫирĕплетĕҫ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре тӗрӗ ӑстисем хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, вӗсем Чӑваш тӗррин кунне уявламалли йӑла-йӗркене хываҫҫӗ тата хальхи ҫамрӑксем халӑхӑмӑрӑн авалхи ӑсталӑхӗпе ытларах кӑсӑкланччӑр тесе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Тĕрлесе пĕтерсен, хатĕр карттăна Шупашкарта Раҫҫей кунĕнче ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче халăх умне кăларĕҫ. Вăл кун республикăн тĕп хулинче «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафон пуҫланĕ.  Шăпах та, вăл мероприяти Надежда Бабкина тата унăн «Русская песня»  ансамблĕ ҫынсене савăк кăмăл парнелĕ.

«Культура эткерĕн ҫулталĕкĕнче мĕнпур регионсем пĕрле хар тăрса пĕрле пулма пикенни аван. Халăхăн йăли-йĕркипе тĕррине, вĕсен пуянлăхне упраса ламран-лама куҫарса пыни хăватлă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Раҫҫейĕн тӗрленӗ картти» проекта наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенстви хапăл тусах килĕшнĕ.  Пуҫласа 1972 ҫулта – 150 ҫул каялла ҫĕршыв картти кун ҫути курнă. Чаплă экспоната Мускав Кремлĕн музейĕнче упраҫҫĕ.  



18 января 2022
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter