Кăшăл вирус чирĕпе аптракансен йышĕ ӳснине шута илсе, мĕнпур ресурссемпе туллин усă курма хушнӑ Олег Николаев
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев май килнĕ таран предприятисемпе организацисенче тăрăшакансене дистанци формачĕпе ĕҫлесе пыма сĕннĕ. Обществăлла транспортпа ҫӳренĕ чухне пурин те тимлĕ пулмалла, йĕрке пăсма ирĕк ҫук, профилактика мерисене пăхăнмалла тесе тепĕр хут асăрхаттарнă вăл. «Ҫирĕп тĕрĕслев ирттермелле, профилактика мерисене пăхăннипе пăхăнманнине сыхă тăмалла. Халăхăн пĕрле пухăнса йышлăн ҫӳремелле мар, асăрхануллăрах пулма тăрăшмалла», – тесе хушса каланă паян оперативлă штабăн ларăвĕнче регион Ертӳҫи.
Кунне COVID-19 усал амакпа чирлекенсен йышĕ ӳсни сисĕнкелет, кăтарту 0,24 процента ҫитнĕ. Паян калăпăр, 130 ҫынăнне чир пур теме пултарĕҫ. Вырăнпах выртакансен йышĕ питех ӳсмен, анчах та, килте сывалакансен йышĕ пĕчĕк мар, 73,5 процентпа танлашать.
«Юлашки эрнере вакцинациленнĕ ҫынсен шучĕ ӳснĕ. Пур-пĕрех кăтартупа лăпланса лармалла мар, ĕҫе малалла тăсмалла, халăх хушшинче ытларах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелемелле, усал чир вăраха кайса аптратсан, пурнăҫа кĕскетме пултарнине те палăртмалла», – тенĕ Олег Николаев. «ПЦР- тест туни аван, ҫынсен чирне тупса палăртасси те часах кун пек чухне. Малашне те ҫапла ĕҫлесе пыма ыйтатăп», – тесе хушса хунă сăмаха регион Пуҫлăхĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ килсенче сипленекенсем патне пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. «Пĕрле» волонтерсен юхăмне ĕҫе ытларах явăҫтармалла. Мĕнпур ресурссемпе усă курмалла. План туса хатĕрлемелле. Ку юхăма анлăрах сармалла. Енчен те ĕҫ-пуҫ ырă енне куҫмасан, шăпах та вĕсен витĕмлĕхĕ кирлĕ пулĕ», – тенĕ Пуҫлăх. Эмелсене вăхăтра илсе ҫитермелле чирлисем патне. Кулленех вĕсемпе тачă ҫыхăнура пулмалла, ыйтусене тивĕҫтерессишĕн тăрăшмалла. Колл-центрсен ĕҫне йĕркелесе ярсан аван пулнине палăртнă паянхи ларăва пухăннисем.
Аслă ӳсĕмри çынсене чиртен хӳтĕлесси яланах тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнă. Вĕсене вакцинацилесси те пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне кĕрет. Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче те вакцинаци çинчен паян тĕплĕн чарăнса тăнă.
Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланă ĕҫсем пирки каласа кăтартнă, 60 ҫултан иртнисене вакцинацилесспе специалистсем хастар тăрăшнине асăннă, ҫак эрнере халăха социаллă хӳтлĕх паракан центрсенче ĕҫлекенсем ял поселенийĕнче тăрăшакансемпе пĕрле аслă ҫултисем патне вырăна тухса килнине, 158 хутчен ватăсемпе курнăҫнине хыпарланă. Мобильлĕ ушкăнсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланине асăннă ведомство ертӳҫи. 1051 ҫын вакцинациленни пирки те ырă хыпара пĕлтернĕ. Апла пулсан, ватăсем лайăх ăнланаҫҫĕ усал амак чирĕ пирки, ҫавăнпа сывлăхĕсене упраса хăварассишĕн вакцинациленни куҫ кĕретех.
«Хĕллехи вăхăт пирки калас пулсан, ватăсем ытларах килте юлма тăрăшаҫҫĕ. Шăпах та, ĕнтĕ вĕсемпе тĕл пулса калаҫма лайăх, вĕсем ҫине тимлĕх уйăрмалла пурин те, вакцинациленме кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп тĕллевсенчен пĕри», – тенĕ вăл.
Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн доклатĕнче студентсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене вакцинацилессипе еплерех кăтартусем пулнипе паллаштарнă. Ку эрнере 5,5 пине яхăн студента медицинăра тăрăшакансем вакцинациленине пĕлтернĕ вăл. Хăшĕ-пĕрисем чирсемпе вăраха кайса чирленĕ тĕслĕхсем пур, вĕсене тухтăрсен сĕнĕвĕсене тĕпе хумасăр вакцинаци тума юраманни пирки те палăртса каланă паянхи канашлура ертӳҫĕсем.
Енчен те студентсем пачах та прививка туман пулсан, вĕсене дистанци мелĕпе вĕренсе пынине асăннă ведомство ертӳҫи.
Лавккасемпе общество транспортĕнче халăх йышлă. Çынсем хуларан хулана, хăшĕ-пĕри ют çĕршыва, пĕрмай çӳреççĕ, çавăнпа коронавирусăн çĕнĕ штамĕ сарăлас хăрушлăх пулма пултарасси те часах пулĕ.
«18 ҫултан кĕҫĕнреххисем «Омикрон» чирĕпе чирлес хăрушлăх та пулма пултарĕ. Кун пирки те сас-хура халăхра ҫӳрет. Апла пулсан, ҫамрăк яш-кĕрĕме асăрхаттармалла, усал чир ан ҫулăхтăр тесен, тен вакцинациленмелле», – тенĕ Олег Николаев. Республикăна ҫитес вăхăтсенче ҫула ҫитмен ҫамрăксене валли ятарлă вакцина Гамм-КОВИД-Вак М килсе ҫитĕ.
Енчен те халăх хар тăрса вакцинациленсен, тен усал амак чире парăнтарма пулĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская чире сарăлма парас мар тесе чару мерисене вăйлатма сĕннĕ.
Тепĕр самант пирки те каласа хăвармалла, изоляци режимне пăсма никамăн та ирĕк ҫук, енчен те йĕрке пăссан, явап тыттарасси те часах пулĕ. Апатлану предприятийĕсене раштавăн 30-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕччен ĕçлеме чарнă пулин те Çĕнĕ çул каç кафесенче корпоративсем ирттернĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Наждежда Луговская обществăлла апатлану вырăнĕсене час-часах тухса тĕрĕсленине пĕлтернĕ. Ҫĕнĕ ҫулта йĕрке пăсакансене те тупса палăртнине, «Ника плюс» ТМЯО, «River Room» кафе, «Керосинка» ТМЯО, «Керосинка» кафе, «Крапива» ТМЯО, «Неон» кафе тата «Новый» ТМЯО «The One» бар ĕҫ-хĕлĕсене тĕплĕнрех тишкернине асăннă.
Обществăлла апатлану вырăнĕсенче хăшĕ-пĕрисенче санитари йĕркисене пăснине пĕлтернĕ служба ертӳҫи, вĕсене явап тыттарма ĕҫ хучĕсене хатĕрленине каланă.