Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕ 75 çул тултарчĕ

Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕ 75 çул тултарчĕ

«Кулленхи йăла-йĕркесене упраса тытса пыма витĕм кӳрекен тытăмсенчен пĕри – Вырăс православи чиркĕвĕ пулса тăрать. Ăна вырăссем те, чăвашсем те пысăк хисепе хураҫҫĕ.  Чи малтанах – пĕрне-пĕри ăнланса ырă тума тăрăшни, хисеплени, ҫемье туприне тытса пыма пулăшни.  Ырă пулăмсене тума пулăшаканнисенчен пĕри – шăпах та, чиркӳ пулса тăрать те.  Вăл пурнăҫра тĕрĕс ҫул-йĕрпе утма, йывăрлăхсене парăнтарма, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма, килĕштерсе пурăнма вĕрентет. Чăваш митрополипе, Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕ халăхшăн пархатарлă пулни куҫ кĕретех. Ҫынсемшĕн ырă ĕҫ туса пурăнакансем пулнине вĕсем пĕрре мар ҫирĕплетнĕ», –  тесе каланă ҫапларах хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев   Шупашкар-Чăваш Ен епархине пуҫарса янăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса йĕркеленĕ савăнăҫлă лару-тăрура. Уява пухăннисем Турăна хисеплесе, вăл ҫут тĕнчене килнине палăртса чĕререн тухакан сăмахсем каласа хисеп тунă.

Чăваш Ен Правительствипе Чăваш Ен митрополийĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе, сума сунса пурăннине палăртса каланă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Халăхăн йăли-йĕркипе, культурине, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма ĕҫлени куҫ кĕретех тенĕ вăл.  

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ регионти тăватă енлĕн килĕшĕве чиркӳсемпе алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Аслă Турăна пăхăнса пурăнакан Савватий, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ  хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă ҫул питех те пысăк мар пулнине палăртнă.  Ҫак кĕске вăхăтра чылай ырă пулăмсем пулса иртнине каланă вăл. Турă пулăшнипе ырă ĕҫсем тума яланах тăрăшмаллине чĕнсе каланă Владыка Савватий уява пухăннă мĕнпур ҫынсене.     

Палăртнă мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ, Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Олег Кортунов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин хутшăннă.  

Аслă Турăна пăхăнса,  халăхшăн пархатарлă ырă ĕҫсем тума пысăк витĕм кӳнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанра курăннă сăнне асăнса Шупашкар районĕнче Алькешре лартнă чиркӳ протоиерейĕ Валерий Андреев та пур. Вăл пачăшкăра ĕçлеме пуçланăранпа аллă çул çитнĕ. Турра пăхăнса халăхшăн ĕçлекенсене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе кăмăл-сипет, тĕн,  йăла-йĕркене упрама тата ăна аталантарас ĕçре сумлă тӳпе хывнăшăн Муркаш тата Шупашкар районĕнчи чиркӳ настоятелĕсене «Чăваш Республики умĕнчи çитĕнӳсемшĕн» орден медаль парса хисеп тунă. 

Чăваш Ен митрополийĕ виҫĕ епархинчен тытăнса тăрать: Шупашкар-Чăваш Ен, Канашпа Улатăр епархийĕсем.

1946-мĕш çулта Мускав тата пĕтĕм Руç патриархĕ I Алексий хушăвĕпе Шупашкар-Чăваш Ен епархи йĕркеленсе кайнă. Çак кунтан чăваш епархийĕн историйĕ çырăна пуçланă. Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕ 75 çул тултарчĕ.  2020 ҫулта ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа Шупашкар-Чăваш Ен епархине тытса пыма митрополит Савватине шаннă.

2022 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ православи тĕнне пăхăнса турăнакан 255 организацине шута илнĕ, 283 храм тата ҫичĕ монастырь шутланать. 1995 ҫултан пуҫласа «Центр подготовки церковных специалистов имени святителя Гурия Казанского» ятлă тĕн организацийĕн ĕҫне пуҫарса янă.  Кунта шăпах та, чиркӳре ĕҫлеме кирлĕ ятарлă специалистсене хатĕрлесе кăларма пулăшаҫҫĕ.     



21 января 2022
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter