Раҫҫей Чемпионачӗн суперфиналӗ Шупашкар хулинче пулма пултарать

Раҫҫей Чемпионачӗн суперфиналӗ Шупашкар хулинче пулма пултарать

2022 ҫулта авăн уйăхĕн ҫурринче палăртнă  спорт мероприятине ҫитес вăхăтра РФ шахмат федерацине заявка тăратма палăртнă.

«Паллă, енчен те Суперфинал Шупашкарта иртсен асăннă спорт тĕсне тата та анлăрах регионта сарма май пулĕ. Шахмат вăййи ăс-тăна аталантарма, шухăш вылявне ирĕке яма май парать теççĕ ăстасем.  Спортăн ку енĕпе хăйсен ăсталăхне туптакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Вĕсене ҫитĕнӳсем тума хавхалантарма май парасси те куҫ кĕретех», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май. Уҫă калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн шахмат федерацийĕн ĕҫ тăвакан директорĕ Марк Глуховский тата Раҫҫейри шахмат федерацийĕн сăнав канашĕн пайташĕ Игорь Бурштейн хутшăннă.  

Хăнасем палăртнă спортăн тĕсне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхне ырласа тав сăмахĕсем каланă.   Мероприятине Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче ирттерме плана кĕртнине те пысăка хурса хакланă.  «Музей пире питĕ кăмăла каять.  Спорт мероприятине ирттернĕ май, наци йăли-йĕркипе культурине те курса ĕненме май пулĕ. Регионăн пуянлăхне хăнасем курса савăнĕҫ.  Спорт вăййине кăна аталантармастпăр, регионăн туризм  вăй-хăватне ӳстерĕпĕр.  Чылай халăх турнира курма, ăмăртăва сăнаса пыма кăмăллать. Апла пулсан, ют ҫĕршыв ҫыннсем те пирĕн таврари культурăна курса ĕненĕҫ», - тесе палăртнă Марк Глуховский.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче хăнасем спортăн ҫак тĕсĕпе ҫитĕнекен ăрăва пуян опыт парса пулăшакан вĕрентекенсем те сахалтарах пулнине асăннă. Чăваш Республикинчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Сергей Карягин гроссмейстер, Раҫҫей шахматисчĕ ячĕллĕ шкулăн паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине каланă хăнасем.  

Игорь Бурштейн хăйĕн сăмахĕнче Суперфинала тăван тăрăхра итрттерме плана кĕртни, уншăн питĕ пысăк мăнаҫлăх пулнине палăртнă.  Иртнĕ ҫулта пулнă шахмат вăййисен чемпионатчĕ  ҫӳллĕ шайра иртнине каласа хăварнă, хăнасем пысăка хурса хакланине палăртнă.

«Нимĕнле кăлтăксем те пулман. Спортсменсем кăмăллă юлнă.  Тен ҫавăнпа та пулĕ, каллех пирĕн республикăра ҫак асăннă спортăн тĕсĕпе мероприятине ирттерме ыйтаҫҫĕ.  Суперфинал кăҫалхипе 75 хут иртет.  Апла пулсан, чи паллă спортсменсене ку мероприятине явăҫтарма плана кĕртетпĕр», - тесе хыпарланă Игорь Бурштейн.    

Сăмах май, Чăваш Енĕн паллă ентешĕмĕрсем пирки те чарăнса тăнă. Вĕсем: Владимир Сергиевский, Алексей Студенецкий тата Александр Зверев.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Енре шахмат спорчĕ анлă сарăлнине, юлашки ҫулсенче уйрăмах спортăн ҫак тĕсне пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  «Ĕлĕкех аталанса вăй илнĕ ăс-тăн вăййи паянхи кун та хăйĕн кăсăклăхне çухатмасть. Палăртнă мероприятине те ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме план тăватпăр», -  тенĕ ведомство ертӳҫи.    

Аса илтеретпĕр, пуҫласа ҫак асăннă спорт ăмăртăвĕсем пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе пĕрле пĕлтĕр Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, шахмат вăййисенче темиҫе хут та тĕнче шайĕнче чемпион ята тивĕҫнĕ Анатолий Карпов сӳтсе явнă пулнă.   

Раҫҫейри шахмат федерацийĕ спорт ăмăртăвĕсене Елена тата Геннадий Тимченко Ырă кăмăллăх фончĕн витĕмлĕхне тĕпе хурса йĕркелесе пыраҫҫĕ. Мероприятисене ытларах Раҫҫейре тата тĕнчере чи паллă музейсенче ирттерме тăрăшаҫҫĕ.  Суперфинал чемпионатне Раҫҫейре ирттерме ҫирĕп конкурс палăртаҫҫĕ.  Енчен те пиллĕк тапхăр витĕр ăнăҫлă тухсан тин,  ҫав шахматистсене Суперфинала кĕртме ирĕк параҫҫĕ.



24 января 2022
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter