Шупашкарта шкул ачисене ырантан дистанци мелĕпе вĕрентĕҫ

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Регионта ачасем ытларах чирленине шута илсе, нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕччен шкулта вĕренекенсене дистанци формачĕпе вĕрентме пуҫлама сĕнӳ панă регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствине.  

Регионти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче кăшăл вирус чирĕ енĕпе лару-тăру ҫивĕчрех.  Паянхи куна республикăра пурĕ 660 ҫын чирленине палăртнă, вĕсенчен 430-шĕ Шупашкар хулинче, кăтарту аван мар, 65 процентпа танлашать.  Кунне чирлекенсен йышĕ 100 иртни куҫ кĕретех.  

«Ырантан тен Шупашкар хулинче вĕренекен шкул ачисене дистанци мелĕпе вĕрентме пуҫламалла.  Тапхăрне хальлĕхе ҫитес эрне пуҫламăшĕччен лартăпăр.  Эрне хушшинче лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслеве илĕпĕр.  Енчен те чир лăпланмасан, асăннă йышăнăва тӳрлетӳсем кĕртме пулĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Кун пекех пулсан, хушма пĕлӳ паракан шкулсем пирки те йышăнусем туса хăварма тивĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тата Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров сĕнĕве ырланă, пурнăҫа кĕртме май пулассине каланă.   

«Пĕтĕмĕшле илес пулсан, регионти ытти муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче лару-тăру аван.  Кăштах Шупашкар районĕнче кăтартусем пысăкрах пулни сисĕнкелет.  Вăл тăрăхра та ятарлă территорисенче кирлĕ пек йышăнусем туса хăварассишĕн ĕҫлеҫҫĕ», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Дмитрий Захаров.   



26 января 2022
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter