«Ҫурт-йӗре «кăвак ҫулăмпа» тивĕҫтерессинче ҫăмăллăхсемпе усă куракан граждансене май килнӗ таран пулӑшмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Ҫурт-йӗре  «кăвак ҫулăмпа»  тивĕҫтерессинче ҫăмăллăхсемпе усă куракан граждансене май килнӗ таран пулӑшмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере республика Правительствинче пулакан канашлура каланă.   

Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газификацилес енӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗ Раҫҫей Президенчӗн  В.В. Путин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.  Программа кĕске вăхăтра ҫынсене  валли кăвак ҫулăма палăртнă харпăр хăй лаптăкне илсе ҫитерме май панине палӑртнӑ вӑл. "Кăвак çулăм" ырлăхĕпе кашниех туллин усă куртăр тесе республикăри газ отраслĕнче вăй хуракансем тăрăшса ĕçлеççĕ. 

 "Хушма тĕрев илес текенсем республика енчен уйăракан ятарлă мерăсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ", - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. «Çапла, çут çанталăк газĕпе усă куракансен йышĕ ӳссе пырать. Çĕнĕ çуртсем ҫĕкленеҫҫĕ - вĕсене пурне те "кăвак топливо" кирлĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Енĕн ĕҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова  хăйĕн сăмахĕнче тыл ӗҫченĕсем, ӗҫ ветеранӗсем, вӑрҫӑ ачисем, сусăр ҫынсем тата инвалид ачаллӑ  тата ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесем, сахал тупăшлисем ҫакнашкал ҫӑмӑллӑхпа  усă курма пултарнине каланă.  Граждансене газ оборудованийӗ туянма каякан тӑкаксен уйрӑм компенсацийӗ пек пулӑшу параҫҫӗ – газ котелне, плита, газ счетчикӗсем тата ытти те енчен те вĕсем  туянаҫҫĕ пулсан.   Кашни ҫын хăйне кирлĕ пек  ятарлă хатĕрсене туянать, кайран вара чексене кирлĕ пек ĕҫ хучĕсемпе пĕрле ятарлă ведомствăна парĕ. Хушма тĕреве  патшалăх енчен 20 пин тенкĕ таран парса пулăшма пултараҫҫĕ.  

Министр пĕлтернĕ тăрăх, ҫакнашкал компенсацисене хальлĕхе 170 ҫын тивĕҫме пултарать.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине асăннă информацине халăх патне вăхăтра тата туллин илсе ҫитерме хушнă.  Ҫăмăллăха тивĕҫекен ҫынсен вăхăтра патшалăх пулăшăвĕпе усă курмаллине палăртса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Ҫитес вăхăтра кашни ыйтăва уҫăмлатмалла, кирлĕ пек хыпарсене халăх патне илсе ҫитерни пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Финанс тĕлĕшĕнчен чăрмавсем пулмалла мар, кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшса ĕҫлемеллине те чĕнсе каланă вăл.

 Чăваш Республикин строительство  министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахĕнче регионта газ кĕрттерме 3343 ҫын заявка панине хыпарланă.   

Чăваш Енре йышăннă план-графика пĕтĕмпе 2401 хушма хуҫалăха газ кĕртме палăртнă, вĕсенчен 528-шĕнче 2021 ҫулта кăвак ҫулăма илсе ҫитерме май килнĕ, ытти юлнă 1 873-шне 2022 ҫулта пурнăҫа кĕртме план тунă.  Вăтамран пĕр хуҫалăх валли 100 пин тенкĕ тăкакланнине палăртнă министр.   

Палăртса хăваратпăр,  хуҫалăхсем, камсем газсем кĕртме тĕллев лартнă, вĕсем патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă заявкăсем тăратма пултараҫҫĕ.  

 



31 января 2022
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter