Пуш уйăхĕ вĕҫлениччен Шупашкар хулипе Элĕк салинчи ача сачĕсен строительство ĕҫĕсене вĕҫлеме хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Пуш уйăхĕ вĕҫлениччен Шупашкар хулипе Элĕк салинчи ача сачĕсен строительство ĕҫĕсене вĕҫлеме хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Шупашкар хула администрацийĕ муниципалитетсенчи ача сачĕсен строительство ĕҫĕсене  2022 ҫулта пуш уйăхĕн 21-мĕшĕччен вĕҫлеме сĕннĕ.  Кунсăр пуҫне «Садовый» микрорайонти шкула туса пĕтермелле, ҫулталăк вĕҫлениччен ăна та хута ямаллине каланă вырăнти ертҫлĕхе республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Вĕренӳ» тата «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕрекен вĕрентӳ тытăмĕнчи объектсенчи ĕҫсене тишкерес тĕллевпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

«Кирлĕ пек ҫирĕп йĕрке пăхса хăвармалла.  Мĕнпур палăртса хунă проектсене графикпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пымалла.  Хамăр ҫине илнĕ тивĕҫсене вăхăтра пурнăҫламалла, вăраха тăсса ĕҫлеме никамăн та ирĕк пулмалла мар, Раҫҫей  Федерацийĕн Правительстви палăртнă тĕллевсене яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурин те пурнăҫламалла. Халăха шантарнă ĕҫсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми вăй хумалла.  Эпир тепре чухне ҫынсене кăлтăксем пирки темĕн тĕрлĕ те ăнлантарса пама пултаратпăр, анчах вăл кăлăхах, вĕсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн пурпĕрех ҫине тăрса тимлемелле.  Вĕсем пирĕнтен объектсене кĕтеҫҫĕ.  Кирек-епле пурнăҫланă объект та халăхшăн усăллă пулмалла», - тесе ҫирĕппĕн каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Ертӳҫи.

Хальхи вăхăтра Шупашкарти НЮР  микрорайонта шкул ҫулне ҫитменнисене валли хута каякан объектăн строительство ĕҫĕсене вĕҫленĕ, контракта «СМУ-115» тулли мар яваплă обществăпа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Вĕрентме пуҫлама лицензи илессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ.  

«Университетский -2» микрорайонта 250 ачана вырнаҫтармаллăх ача сачĕ ҫĕкленет.  Кунта пĕтĕмпе палăртса хунă строительство ĕҫĕсенчен 87 процентне пурнăҫланă.  Объект ҫинче «Трест-11» ТМЯО тăрăшать.  Ҫуртри шалти ĕҫсене пĕтĕмпех туса пĕтернĕ тесен те йăнăш мар.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе хальхи вăхăтра строительсем ырми-канми ĕҫлеҫҫĕ.   

Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонта 240 ачана вырнаҫтармаллăх пысăк капмар ача сачĕ хута кайĕ. Объектăн строительство ĕҫне «Стройиндустрия» ТМЯО пурнăҫлать.  Ҫурта тĕпрен хăпартса пĕтернĕ тесен те йăнăшах пулмĕ.

Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 1650 шкул ачине вырнаҫтарма май паракан хăтлă шкул пулĕ.  Объектра «Союзстройинвест» ТМЯО вăй хурать.  Строительство ĕҫĕсене вăхăтлăха чаркаласа та лартнă. Проектпа смета ĕҫ хучĕсене тивĕҫлĕ шайра пурнăҫламаннине тĕпе хурса, ҫĕнĕ тӳрлетӳсем кĕртме тивнĕ.  Строительствăпа монтаж ĕҫĕсен графикне тăратма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ӳлĕмрен строительство ĕҫĕсем пирки кулленех хыпарсене пĕлтерсе тăма каланă строительство ĕҫĕнче тимлекен подрядчике.    

Пĕтĕмпе «Вĕренӳ» тата «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн регионта 2020-2022 ҫулсенче Шупашкарта пĕр шкулпа ултă ача садне ҫĕклесе лартма плана кĕртнĕ.  Паянхи куна вĕсенчен виҫĕ ача садне хута та янă.

Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура Элĕк районĕнчи Элĕк салинче ҫĕкленекен ача сачăн шăпи пирки те  сăмах пуҫарнă.  Кунта строительство ĕҫĕсене пĕлтĕр раштав уйăхĕнчех вĕҫленĕ имĕш.  Шывпа ҫыхăннă хăш-пĕр татса паман ыйтусем тăрса юлнă.  Проектпа смета ĕҫне шыв станцийĕ тăвасси пирки хатĕрленĕ Хальхи вăхăтра патшалăх экспертизине кăларассишĕн тăрăшаҫҫĕ специалистсем.  Ача садне кăҫал пуш уйăхĕ вĕҫлениччен хута яма хушнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳҫĕсене.  

 



03 марта 2022
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter