Чӑваш Ен Правительстви 2023 ҫултан пуҫласа лифтсене улӑштармалли тата ҫӗнетмелли программӑна йышӑнӗ

Чӑваш Ен Правительстви 2023 ҫултан пуҫласа лифтсене улӑштармалли тата ҫӗнетмелли программӑна йышӑнӗ

 Ҫĕнĕ  программăна  пурнăҫа кĕртме ҫулталăк валли республика бюджетĕнче 100 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă.  Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăн Правительстви Раҫҫей Президенчĕ тата Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви палăртнă тĕллеве пурнăҫа кĕртессипе мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе ирттерме хатĕр пулнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче.  Хальхи вăхăтра «Фонд содействия реформированию жилищно-коммунального хозяйства»  патшалăх корпорацийĕн хушма тĕревне илессипе ĕҫсем пулса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Асăннă темăна эпир иртнĕ эрнере Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕпе Денис Валентинович Мантуровпа тарăн сӳтсе явнă. Палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма мĕнпур мероприятисем пирки канашланă.  Лифт хуҫалăхĕ лайăх ĕҫлемелле, регламента тивĕҫтермелле», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче калаҫнă самантсене аса илсе хăварнă май.    

Нумай хваттерлĕ ҫуртсенчи мĕнпур лифтсенчен 70 проценчĕ кивелсе ҫитнĕ тесен те йăнăш мар.  Хальхи вăхăтра лифтсене халăхран пухăнакан укҫа-тенкĕ шучĕпе юсаса, ҫĕнетсе пыраҫҫĕ. Ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленĕшĕн пухăнакан взнос калăпăшĕ ҫав тери пысăках мар, унпа кăна лифтсене юсаса ҫитерме те хĕн пулĕ.

Программăна пурнăҫа кĕртессипе пăхса хăварнă планпа килĕшӳллĕн, 2014-2021 ҫулсенче пурĕ 488 лифта тĕпрен улăштарнă, вĕсене валли 922,4 млн тенкĕ тăкакланă. 2022-2023-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе 169 лифт ҫĕнетме плана кĕртнĕ.  Паянхи кун пурнăҫласа пыракан ĕҫ питех мар, лифтсене улăштарассипе ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстерме чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.  

«Пиллĕк ҫуллăха валли йышăннă программăна пурнăҫа кĕртмелли план патшалăх ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче килĕшĕве пăхса тухма тăратнă.  Тĕпрен юсав ĕҫĕсене тунăшăн пухăнакан укҫа-тенкĕне шута илмесĕрех, 214 лифта улăштармалла.  Паллă, ăна валли 100 млн тенкĕне яхăн республика бюджетĕнче пиллĕк ҫул валли тăкакланма пăхса хăварнă, 60 млн тенкĕ хушма тĕреве вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен куҫарĕҫ.   Шутлатпăр, ҫитес вăхăтрах программăна ҫирĕплетсе, йышăнса хăварăпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РФ Промышленноҫпа суту-илӳ министерствинче тăрăшакансемпе регионсен шайĕнчи программăсене пурнăҫласа пыма хушма мерăсем пуласси пирки те сӳтсе явнă.

 Лифтсене ҫĕнетсе пыма Чăваш Республикине тата та 4,5 млрд яхăн кирлĕ пуласси те куҫ кĕретех.



21 марта 2022
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter