Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Республикăра пурăнакансенчен ытларах пайĕ инфратытăм аталанăвĕпе, Чăваш Енри халăх йышлă пурăнакан вырăнсене хăтлăлатассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă.

Муркаш районĕнче Ҫармӑҫкассинче пурӑнакан Виталий Хлебков Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ патне шыв пирки ыйтăва илсе ҫитернĕ.  Вăл ялта централизациленĕ майпа шыв кĕртме май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ Пуҫлăхран. Пĕтĕмпе ялта пурăнакан 101 хуҫалăхра шыв ыйтăвĕ йывăрлăх кăларса тăратать, унта 215 ҫын пурăнать.  Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ялта шыв кĕртме скважина валли проектпа смета ĕҫ хутне туса пĕтернине хыпарланă, хальлĕхе документа экспертиза кăларса пĕтерменнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Проект экспертиза витĕр тухсан, малалла ĕҫсене йĕркелесе пыма палăртатпăр.  Регионта юлашки ҫулсенче шыв башнисене ҫĕнетсе улăштарассипе курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ, ҫулсерен ҫĕр ытла объекта ҫĕнетеҫҫĕ. Уйрăмах, пĕлтĕрхи ҫул хастар ĕҫленĕ, типĕ ҫанталăк пулнине шута илсе, халăха валли ытларах та ытларах шыв башнисене юсаса ҫĕнетсе панă. Ыйту актуаллă. Вырăнти ертӳлĕхпе мĕнпур самантсем пирки сӳтсе явăпăр.  Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе халăхăн та хастар ĕҫлемелле, депутатсемпе пĕрле йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисене уҫăмлатма тăрăшмалла», - тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ ветеранпа сăмахланă май.  Проекта ял территорийĕсене комплекслă аталантарса пырассипе палăртнă конкурса тăратĕҫ. Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтерĕшлисене, тивĕҫлисене тупса палăртĕ.

Шупашкар хулинче пурăнакан Дмитрий Чернышова та шыв ыйтăвĕ кăсăклантарнă. «Богданка» микрорайонта пурăнакан хăш-пĕр уйрăм ҫуртсенче тӗп шыв тытӑмӗпе ҫыхӑнтарасшӑн пулнине пĕлтернĕ вăл регион Пуҫлăхне.  Ҫуртсенче пурăнакансем пуҫаруллă проектсене хатĕрлессипе те ĕҫ хучĕсене  йĕркелесе ҫитернĕ имĕш, анчах та кăлăхах, проекта ырламан, конкурс витĕр тухманни те куҫ кĕретех.    

 «Эсир калатăр, вырăнти халăх проектăн мĕнпур хакĕнчен 15 процентне тӳлеме пултарассине. Хальхи вăхăтра пуҫаруҫăсен 20 процентне те тӳлеме юрать, ытти 80 процентне вара республика бюджетĕнчен тивĕҫтереҫҫĕ.  Паянхи пурнăҫ таппинче, халăх 30 процента яхăн та тӳлеме хапăл туни куҫ кĕретех. Енчен те ҫынсем хăйсем ытларах укҫа-тенкĕне пухсан, кăтарту та аванрах пуласси куҫ кĕретех тен. Юлашки икĕ ҫул хушшинче проектсене пурнăҫа кĕртессипе курăмлă ĕҫлесе пынă, ăмăртура мала тухнисене хушма укҫа патшалăх енчен куҫарса парса, проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Регион Ертӳҫи проекта ҫĕнетсе, тӳрлетӳсем кĕртме сĕннĕ, пуҫаруллă проектсен ăмăртăвне ҫитес ҫулта хутшăнма чĕнсе каланă. Май пулсан, тен «Водоканал» АО ҫĕнĕрен вăй илсе пыракан микрорайонсене шута илсе, шывпа тивĕҫтерес ыйтăва татса парĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарти Иваново микрорайон аталанăвĕ пирки те ыйтусене сӳтсе явнă. Хулара пурăнакан Ирина Михайлова пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тĕпрен юсама плана кĕртнипе кĕртменни пирки ыйтса пĕлнĕ Пуҫлăхран. Микрорайонта ҫулсем юрăхсăра тухнине те асăннă хĕрарăм. Вăл пуласлăхра тирпей-илем кĕртессипе мероприятисене плана кĕрнипе кĕртменнипе кăсăкланнă.

«Хальхи вăхăтра медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерекен офиссене модернизацилес ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Регионта объектсем чылай.  Пурне те харăсах ҫĕнетсе улăштарса пыма хĕн.  Планпа килĕшӳллĕн, эсир калакан офиса 2023-мĕш ҫулта тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме пăхса хăварнă. Енчен те объекта хăтлăлатсан, унти пурлăхпа техника бази те ҫĕнелĕ», - тесе хыпарланă Олег Николаев.

Ҫул-йĕр пирки сăмахланă май, республика Пуҫлăхĕ Ҫĕнĕ Шупашкар администрацийĕн ертӳлĕхĕ объекта валли ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе ҫитернине палăртнă.  Проекта 2022 ҫулта пурнăҫа кĕртме план тунине те асăннă вăл. Вăл ĕҫе наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланине каланă республика Ертӳҫи, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем таврашĕнче те ҫулсене тирпейлесе сарма тĕллев тунине хыпарланă.

Халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ чылай ыйтăва уҫăмлатнă, хăшĕсене тĕрĕслеве илнĕ.  Шупашкарта пурăнакан Яна Воцеховича ҫул-йĕр ыйтăвĕ канăҫсĕрлетнĕ, Владимир Васильева, ҫичĕ ача ашшĕне ҫурт-йĕр ыйтăвĕ пăшăрхантарнă, пурăнмалли условисене лайăхлатма май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ регион Пуҫлăхĕнчен. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн регионти Обществăлла йышăну пӳлĕмне харпăр хăй ыйтăвĕсемпе пынă граждансен мĕнпур сĕнĕвĕсене республика Пуҫлăхĕ итленĕ, тивĕҫлĕ хуравсем панă.   



22 марта 2022
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter