Чăваш Ен Правительстви «Атăл Раççей сечĕсем» ПАОпа пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чăваш Ен Правительстви «Атăл Раççей сечĕсем» ПАОпа пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чăваш Республикинче электроэнерги тытăмĕн комплексне аталантарассипе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки пăхса тухнă. Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Россети Волга»( «Атăл Раççей сечĕсем»)  ПАО генеральнăй директорĕ Владимир Рябикин алă пусса ҫирĕплетнĕ.   

Икĕ ен регионта электроэнерги тытăмне вăй илтерсе аталантарасси пирки ыйтăва тарăн сӳтсе явнă.  Пур хуҫалăхсене тĕпрен модернизацилес ыйту та кун йĕркинчех тăнă. Калаҫу вăхăтĕнче пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫсене цифра ҫине куҫарасси те пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă.  

«Россети Волга» ПАО килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетни – пуласлăхра тата та лайăхрах ĕҫлесе пыма ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫать, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳресси  те часах.  Раҫҫей Президенчĕ палăртакан тĕллевсене пурнăҫласа пыма та ансатланĕ. Ҫĕнĕ саккунсен базине тĕпе хурса пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырас ыйту та малти вырăна тухса тăрать.  Тĕп приоритетсенчен пĕри – халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырасси.  Ҫынсене кулленех кирлĕ пек электроэнергипе тивĕҫтерни те паха.  Тепĕр тесен, инвестици климатне те лайăхлатса пыма витĕм кӳрет. Предпринимательсем хăйсене кирлĕ объектсенче туххăмрах электричество тытăмне кĕме пултарайраҫҫĕ.  Аталану планне анлăлатма, ĕҫ калăпăшне ӳстерсе пыма та меллĕ», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Электричество пĕлтерĕшĕ çулсерен ӳссе пырать. Услам ĕçне пуçармалла е ял хулана аталантармалла – çутăсăр май çук. Çакна шута илсе Чăваш Ене хушма хăватлăхпа тивĕçтермелле.

«Россети Волга» ПАО генеральнăй директорĕ Владимир Рябикин сăмаха малалла тăснă май, республикăшăн яваплăха туйса ĕҫлеме шантарнă, шанчăклă партнер пулассине пĕлтернĕ. «Чăваш Ен   пĕр тикĕс лайăх аталанса вăй илсе пыракан республика. Чăваш Республики вăйлă аталанакан регионсен йышне кĕрет. Кирек мĕнле аталанура та электроэнергисĕр май ҫук, вăл тĕп вырăн йышăнать.  Эпир яланах сире пулăшма, май пур таран хăтлă условисемпе тивĕҫтерме пултарайратпăр», тенĕ ертӳҫĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем электричество пайĕнчи хуҫалăхсене пĕр-пĕрин ҫумне пĕрлештерсе хăватлăрах аталантарасси пирки ыйтăва та хускатнă.  Чăваш Республикинче ку тĕлĕшпе курăмлă ĕҫлесе пыма палăртаҫҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Стратегиллĕ аталанăвне шута илсе, Чăваш Ене Раҫҫей Федерацийĕн Минпромэнергийĕ пилот проекта кĕртнĕ. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Палăртнă проектпа килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинчи  тытăм компанийĕсене пĕр-пĕринпе пĕрлештерсе, чи пысăк организацисем ҫумне хушма палăртаҫҫĕ. Апла пулсан, пуласлăхри тĕллевсем паха, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн, пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса килĕштерсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма кăна тăрăшмалла.

Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикин территорийĕнче пĕтĕмпе электроэнергипе тивĕҫтерекен 39 ТСО пур тесе шута илнĕ.  Чăваш Республикин Минпромэнергийĕ ĕҫ планне ҫирĕплетнĕ, объектсене пĕр чăмăра пухса пысăк тытăмсем йĕркелесе пыма ятарлă ĕҫ хутне те хатĕрлесе пырать.  Уйрăмах, Чăваш Енри муниципалитетсенчи электросет хуҫалăхĕсен объекчĕсем пирки сăмах пырать. Вĕсене тапхăр-тапхăррăн пĕрлештерсе пысăкрах тытăмсем йĕркелесе пырасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.

Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем «Атăл Раççей сечĕсем» пĕрлешĕвĕн инвестицийĕ пирки те сăмахланă.   Кăҫал вĕсем Чăваш Республикине 857 млн тенкĕ хывнă.  Пĕлтĕр компани региона 703,8 млн тенкĕлĕх инвестици явăҫтарнă.  Чылай объект пурнăҫа кĕртнĕ, халăх валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратнă.   Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Ҫĕнĕ Шупашкарти объектсем пирки те чарăнса тăнă, инфратытăма вăй илтерсе пырассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Паянхи куна палăртнă территоринче пĕтĕмпе пиллĕк резидент тăрăшать. Вĕсем Ҫĕнĕ Шупашкарта хăйсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Республикăна электричество хăвачĕ кăлтăксăр килни предприятисен ĕçĕ-хĕлне малалла йĕркелеме май памалла.  Малалла аталантарасси ĕнтĕ чăн малтанах халăха электричествăпа яланах питĕ пахалăхлă тивĕçтерсе пырасси. Унсăр пуçне тĕрлĕ предприятисене ял хуçалăхĕнче ĕçлекен хуçалăхсене те вăхăтра аталанма май парасси те. Çак ĕçсене пĕтĕмĕшле туса пырас пулсассăн пирĕн çĕнĕрен те çĕнĕ мощностсем те кĕртсе пымалла. Унччен хуçасăр пулнă объектсене те паянхи кун ĕçлекен системăна пĕрле кĕртсе тивĕçтерсе пымалла. Енчен те планпа пăхса хăварнă проектсене туллин пурнăҫласан, производствăсене хута ярсан хулара тата та хăватлăрах электроэнергипе усă курас текенсем йышланĕҫ. Тепĕр ыйтусенчен пĕри – «СПУТНИК» ПС модернизацилесси.  Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарассипе йышăннă харпăр хăй программине тĕпе хурса палăртнă территоринче хулара  ҫĕнĕ ПС 110 объекта хута ярасси те планра пур.



31 марта 2022
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter