«Коронавируспа кӗрешнĕ икӗ ҫулхи ĕҫ опычĕ сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене мобильлӗ ĕҫре компетенцисене ӳстерме витĕм кӳчĕ», – тенĕ Олег Николаев

«Коронавируспа кӗрешнĕ икӗ ҫулхи ĕҫ опычĕ  сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене мобильлӗ ĕҫре компетенцисене ӳстерме витĕм кӳчĕ», – тенĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче тăрăшакансен  паян анлă ларăвĕ иртнĕ.  Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Ĕҫе пухăннисем 2021 ҫулăн кăтартăвĕсене  сӳтсе явнă, ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, пуласлăх валли тĕллевсене палăртса 2022 ҫулхи плана тишкернĕ.

Палăртма кăмăллă, регионта сывлăх сыхлавĕн пайĕ мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртнĕ иртнĕ ҫулта.  Паллă, аталанса пыма асăннă тытăмра комплекслă йĕркелесе пыраҫҫĕ палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене.  Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ыйту малти вырăна тухнă. Халăх пахалăхлă медицина пулăшăвне илет, республикăра пурăнакансем пулăшусемпе кăмăллă пулни те куҫ кĕретех. Инфратытăм вăй илсе пырать, ялсенче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем пурте тенĕ пекех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăраҫҫĕ. Чылай объектсене тĕпрен модернизациленĕ, юсав ĕҫĕсене те сахал мар пурнăҫланă Чăваш Енре.  Асăннă тытăм кулленех цифра пайне куҫса пыма тăрăшать.

«Палăртса хунă тĕп тĕллевсенчен пĕри – мĕнпур тытăма паянхи пурнăҫпа тӳр килтересси. Пысăк технологийĕсен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫсене йĕркелесе пырас ыйту та кун йĕркинчех тăрать», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Юлашки ҫулсенче медицинăра тăрăшакансем чылай йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕҫ, вĕсене вăхăтра парăнтарчĕҫ. Паянхи чĕнӳсене шута илсе, вĕсем ĕҫ йĕркине тĕрĕс йĕркелесе пыма та лайăх пĕлеҫҫĕ. Кăшăл вирус амак чирĕ алхаснă вăхăтра сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракансем, пĕрле хар тăрса халăхăн сывлăхне упраса хăварма пĕлчĕҫ. Тепĕр тесен, вĕсене пуласлăхри кирек-епле йывăрлăх та ҫĕнĕлĕх мар пулĕ, вĕсем туххăмрах вĕсене татса пама та вĕренсе ҫитнĕ. Ку тытăмра ĕҫлекенсем пысăк профессионалсем, ҫакнах халăх та пĕрре мар ҫирĕплетет.  

«Икĕ ҫул хушши  сарăлнă усал чир-чĕр халăхăн сывлăхне витĕм кӳчĕ.  Мобильлĕ ушкăн час-часах вырăна тухса ҫынсен сывлăхне упраса хăварассишĕн тĕрĕ мерăсем йышăнса ĕҫлерĕҫ.  Пур, хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан майсем те. Кислород сахал пулни те сисĕнкеленĕ. Хăшĕ-пĕрисене уйрăмах пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтермелле. Республикăри клиника больницинче те юсавсем ирттермелле.  Паллă, умри тĕллевсем пысăк. Вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пĕрле тăрăшăпăр.  Пирĕн сывлăх сыхлавĕнче ĕҫлекенсене валли хăтлă условисем йĕркелесе памалла», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тĕплĕ доклад туса панă. Вăл наци проекчĕсене тĕпе хурса анлă ĕҫлесе пынине, палăртнă мĕнпур тĕллевсене 90 процент ытла пурнăҫланине каланă.  Апла пулсан, палăртнă ведомство усал амак чирĕ тесе лăпланса ларман, ҫитĕнӳсем тума кунран-кун хавхалансах ĕҫленĕ.  

«Эпир палăртнинче ахаль цифра кăна мар, пĕтĕмпех вĕсем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма тунă ĕҫсем», - тесе палăртнă вăл.  Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, халăхăн пурнăҫне упраса хăварма витĕм кӳнĕшĕн, медицинăра тăрăшакансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов мухтаса тав сăмахĕсем каланă, ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлесе пыма вăй-хал суннă.  



31 марта 2022
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter