Чăваш Республикинче йĕркелĕхпе тивĕçтерессипе тимлекен регион Ертӳçи çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕнче  «ҫулсен карттине» пăхса тухнă

Чăваш Республикинче йĕркелĕхпе тивĕçтерессипе тимлекен регион Ертӳçи çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕнче  «ҫулсен карттине» пăхса тухнă

Чăваш Республикинче йĕркелĕхпе тивĕçтерессипе тимлекен регион Ертӳçи çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕнче  «ҫулсен карттине» тăратнă.

Ӳсĕр ҫынсене е тата наркăмăша наркотика ăша ярса аппаланакансене вăхăтлăха вырнаҫтармалли ятарлă учреждени  хута ярасси пирки сăмахланă палăртнă канашлура.

Хальхи вăхăтра саккун проектне, Чăваш Республикинче халăхăн сывлăхне упраса хăварассипе хатĕрленекен ĕҫ хутне обществăна пăхса тухма тăратнă.  Палăртнă документа Раҫҫей Федерацийĕн саккунне тĕпе хурса хатĕрленĕ.

«Саккун проектне ҫитес Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратмалла. Вăхăта вăраха тăсса ямалла мар», – тесе каланă Олег Николаев.  «Унччен ятарлă пӳлĕме ăҫта тумалли пирки ыйтăва уҫăмлатăпăр», – тесе хушса каланă вăл.  Пĕрремĕш объекта Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта  пĕрремĕш кварталччен хута ямалла.  Ларăва пухăннисем вĕренӳ сферинчи объектсем пирки те сăмахланă, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ҫивĕч ыйтусенчен пĕри тесе палăртнă.

Вĕрентӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тимлĕхре. Çак тата ытти ыйтăва мĕнле пăхăнни пирки йĕркелĕхпе тивĕçтерессипе тимлекен регион Ертӳçи çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕнче  тарăн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн докладĕнче республикăри вĕренӳ учрежденийĕсенче кулленех тĕрлĕ мероприятисем иртнине хыпарланă, террора хирĕҫ кĕрешессипе те ятарлă вĕрентӳсем пулнине асăннă.  Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пĕтĕмпе 6 пин те 300 ытла тĕрлĕ вĕрентӳ мероприятисем йĕркеленине пĕлтернĕ министр. Ачасемпе, ҫамрăксемпе тăтăшах ăнлантару ĕҫĕсене те пурнăҫланине, час-часах профилактика ĕҫне туса ирттернине палăртнă. Мĕнпур мероприятине право хуралĕнче тăрăшакансем, ятарлă служба ĕҫченĕсем хастар хутшăннине каланă ведомство ертӳҫи. Час-часах халăхра фейк хыпарсем ҫӳреҫҫĕ, вĕсене те чарса лартассипе ятарлă специалистсемпе курăмлă ĕҫсем пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ министр.  

Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Хальхи лару-тăрура уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Чăваш Енри пур пĕлӳ çурчĕ те хăрушсăрлăх йĕркине шута илсе ĕçлет. Вĕсене кирлĕ сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Шкул ачисемпе студентсем инкек сиксе тухас пулсан хăйсене мĕнле тытмаллине тата сыхланма пĕлеççĕ. Вĕсем ку енĕпе вĕренӳ те тухнă. Ятарлă тытăмсем террортан сыхланмалли майсем пирки пĕлӳ çурчĕсенче малашне те каласа парĕç. Терроризмпа тата экстремизпа кĕрешесси нумай тытăмăн пĕрлехи ĕçĕ. Тĕнчери лару-тăру лăпкă мар, çавна шута илсе тĕрĕс мар, ултавлă информаци хăвăрт сарăлать. Ку ачасен психикине те витĕм кӳрет. Çакна шута илсе пĕлӳ çурчĕсенче хушма истори урокĕсем иртеççĕ. Суяпа тĕрĕс информацие уйăрма вĕрентеççĕ.

Ларура патшалăх влаҫĕн органĕсенче ĕҫлекенсен пĕтĕмлетĕвĕсене итленĕ, право йĕркине пăсасран туса пынă ĕҫсене тишкернĕ. 2021 ҫулта регион проекчĕсене пурнăҫа кĕртнĕ тапхăрта йĕрке пăсасран пурнăҫланă мероприятисем пирки каласа кăтартнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков 2021 ҫулта пĕтĕмпе ведомство сакăр хутчен тĕрĕслев ирттернине палăртнă, вĕсем пĕтĕмпех наци проекчĕсемпе ҫыхăннă тесе асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пĕтĕмпе 14 объекта пăхса тухнă, титвĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнине каланă ведомство ертӳҫи. Пĕтĕмпе 198 контракта  тишкерӳ тунă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 484,4 млн тенкĕпе танлашать.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсем те ҫук мар, пурĕ 55 контракта тĕрĕс мар пурнăҫланине асăрханă ведомство ĕҫченĕсем.  Ку тĕлĕшпе укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе те ҫитменĕхсем пур тесе палăртнă специалистсем.   

«Енчен те кăтартăва пăхас пулсан, 2020 ҫулхинчен тĕрĕслевсене ытларах йĕркелесе ирттернĕ, 1,8 процент чухлĕ ӳснĕ.  Контрактсене пăхас пулсан та ҫапларах, вăтамран кăтарту 2,6 хут нумайланнă. Финанс тĕрĕшĕнчен йĕрке пăсакансене тăватă хут ытларах тупса палăртнă. Апла пулсан, ҫулсерен тĕрĕслевсем ирттерес ĕҫ лайăхланса пырать, кăтарту та ҫук мар, куҫ кĕретех», – тенĕ вăл.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев прокуратурăра тăрăшакансене яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн тав тунă, йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса палăртса саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарнăшăн ырланă.  «Республикăра пурнăҫланакан кашни проект халăхăн ырлăхĕпе ҫыхăннă, вĕсене пурне те ҫынсен пурнăҫ условийĕсем  лайăхланса пыччĕр тесе пăхса хăвараҫҫĕ. Объектсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртесси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Укҫа-тенкĕпе те тухăҫлă тата тĕллевлĕ яланах усă курмалла», – тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Тăрса юлаҫҫĕ хăш-пĕр ыйтусем вĕсене те вăхăтра уҫăмлатма тăрăшмалла. Йывăрлăхсем кăларса тăратмалла мар, чăрмавсем пачах та тума юрамасть», – тесе калан вăл сăмаха ҫавăрса.   

Республика Пуҫлăхĕ паянхи пурнăҫ таппине шута илсе, ытларах пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе, цифра тытăмĕ ҫине таянса профилактика ĕҫĕсеге пурнăҫласа пыма тăрăшмаллине те чĕнсе каланă.

«Цифра трансформацийĕ мĕнпур шайри влаҫри ҫынсене пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕрин хыпарĕсене шута илсе, профилактика ĕҫне кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыма витĕм кӳрет. Ĕҫе паянхи пурнăҫра централизациленĕ майпа пурнăҫласа пыма пĕлни те аван», – тенĕ Олег Николаев. Яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса кирек-епле ĕҫе те вăхăтра пурнăҫласа пыма тăрăшмалла.  «Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесен, мероприятисене комплекслă туса пымалла, ҫынсене йĕрке пăсасран та кулленех сыхă тăмалла, мĕнпур ҫĕрте яланах йĕрке хуҫаланмалла», – тенĕ ларăва пухăннă ертӳҫĕсем.  

«Хăрушлăхсăр хула» программа пирки чарăнса тăнă. Ку тĕлĕшпе уйăракан укҫа-тенкĕпе вăхăтра усă курса пымаллине, профилактика ĕҫĕсене те туллин пурнăҫламаллине палăртнă ертӳҫĕсем.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тăрăшакансене тĕрлĕ ведомствăсенче вăй хуракансемпе килĕшсе, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса палăртнă мероприятисене йĕркелесе пыма пĕлмеллине тепĕр хут чĕнсе каланă ҫӳлерех асăннă Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче.    



01 апреля 2022
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter