Чӑваш Енре тĕпрен строительство ĕҫĕсен тăкакĕсене 2020 ҫултан пуҫласа икӗ хут ытла ӳстернӗ

Чӑваш Енре тĕпрен строительство ĕҫĕсен тăкакĕсене 2020 ҫултан пуҫласа икӗ хут ытла ӳстернӗ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕршыври лару-тăрăва тĕпе хурса, строительство пайĕнче тăрăшакансемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене сӳтсе явнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Республика Ертӳҫи строительство тытăмĕнчи тĕп ҫул-йĕрсене палăртнă. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси.   Таврана тирпей-илем кĕртесси, строительство ĕҫĕсен калăпăшне ӳстересси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Ăнсăртран мар, регионăн экономикинче строительство пайĕ пысăк вырăн йышăнать. Асăннă ҫул-йĕре аталантарассинче тĕрев пани вырăнлă, строительство тытăмĕ, хăватланса пырĕ.  «Социаллă сферăна аталантарма шкулсене тума, ача сачĕсене тата ытти тĕрлĕ объектсене хута яма, инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма, реконструкцилеме, модернизацилеме вуншар миллиарда яхăн укҫа-тенкĕ куҫать. Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан условисем йĕркеленни – ҫынсене пурăнма лайăх», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  Сăмах май, Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин РФ Патшалăх Думин депутачĕсем умĕнче тунă отчетĕнче те кун пирки каласа хăварнине, строительство пайне патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫнине асăннине пĕлтернĕ.  

Кăҫалхи ҫул валли патшалăх тата муниципалитет объекчĕсене тĕпрен реконструкцилеме, юсаса ҫĕнетме 8,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Танлаштарма ҫак кăтарту 2020 ҫулта 4,1 млрд тенкĕ пулнă. Тĕслĕхрен вĕрентӳ тытăмне 1,2 млрд тенкĕ уйăрнă, спорта – 988 млн тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн пайне 518 млн, культурăна 252 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Строительство пайĕнче ытларах халăх валли ҫурт-йĕрсем тума палăртмалли пирки те каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Ҫурт-йăр тата хула хутлăхĕ» наци проектне тĕпе хурса 2030 ҫулччен республикăра 8,1 млн тăваткал метр чухлĕ ҫур-йĕрсем тума плана кĕртсе хăварнă.

Паянхи куна илес пулсан, регионта пурĕ 56 организаци 786 пин тăваткал метр чухлĕ ҫуртсем хăпартаҫҫĕ, вĕсенчен 771 пинĕ планпа пăхса хăварнинчен пулать. 2022 ҫулта 354 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр тума плана кĕртнĕ. (2021 ҫулта пурĕ те 328 пин тăваткал метр чухлĕ кăна ҫурт-йĕр хута янă).  «Чăрмавсем пачах та ҫук тесен те йăнăш мар пулĕ.  Пуҫланă проектсене пурнăҫа туллин кĕртме, банксем те сахал мар тĕрев параҫҫĕ, строительство материалĕсем хакланнине шута илсе, хушма укҫа-тенкĕ те уйăрма тăрăшаҫҫĕ. Апла пулсан, пăшăрханма кирлех мар, пуҫланă ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитересси те куҫ кĕретех пулĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.    

Канашлура инфратытăма аталантарассипе ҫыхăннă хăш-пĕр ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. Республикăра палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртес тесе бюджет кредичĕсене явăҫтарма килĕшнĕ, вĕсен калăпăшĕ 5 млрд ытла тенкĕпе танлашать. Укҫана тапхăр-тапхăррăн уйăрма палăртнă. 2022-2023-мĕш ҫулсем валли 3,74 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.  Вăл пулăшупа инфратытăма вăй илтерме, 40 объекта пурнăҫа кĕртме тăкакланасси те куҫ кĕретех.

2024-2025-мĕш ҫулсем валли 1,3 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Вăл укҫапа ҫичĕ объекта хăпартма шутлаҫҫĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ паянхи пурнăҫ таппинче хаксем ӳссе пынине кура, халăх ҫурт-йĕрсем сахал туяннине те асăннă. Тин ҫеҫ строительство ĕҫне пуҫаракансенне сахал мар тишкерӳ тунине те каланă вăл. Импорт строительство хатĕрĕсемпе пачах та усă курмасан юрать тенĕ ведомство ертӳҫи. Енчен те проекта хаклă йышши импорт строительство хатĕрĕсене пăхса хăварсан, вĕсене экспертиза кăларнă чухне чăрмавсем пуласса та аса илтернĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче федераци шайне 26 предложени пăхса тухса тăратнине пĕлтернĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн Комиссине пĕтĕмпе 17 предложени панине каланă ведомство пуҫлăхĕ. Промышленноҫ тытăмне тĕрев парасси, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне пулăшасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Патшалăх енчен предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене тĕрлĕ йышши тĕревсем пама йышăннине те асăннă вăл, мĕнпур ҫĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă, программăсене пурнăҫа кĕртессипе пăхса хăваракан условисемпе кĕскен паллаштарнă.



08 апреля 2022
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter