Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери XXVI балет фестивальне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери XXVI балет фестивальне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

«Кăҫалхи фестиваль хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ. Ăна Раҫҫейри халăхсен культура еткерлĕхĕн ҫулталăкне тата  Чăваш Енри паллă ҫынсен ҫулталăкне халалланă. Уява ҫĕршыври паллă артистсем: Евгений Образцов, Анна Никулина, Денис Родькин, Александр Волчков хутшăнни хăйех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пирĕн регионта пурăнакансене  иксĕлми савăнăҫ парнелеҫҫĕ. Пысăк ăсталăхшăн, тапса тăракан вăй-халшăн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, хавхалану, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп», - тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче фестивале пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫĕршыври халăхсен культури тата йăли-йĕрки пуян та хăйне евĕрлĕ, вăл ҫулран-ҫул аталанса тата вăй илсе пырать. Ку енĕпе пултаруллă, хăйсен ĕҫне чун-чĕрепе парăннă, ыттисене илеме юратма вĕрентекен ҫынсен тӳпи пысăк.

Фестивале «ТИТАН’иЯ» тата «Болеро» балетпа уҫнă. Вĕсене лартакансем Мускав режиссерĕсем Софья Гайдукова тата Константин Матулевский.   

Чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сумлă хăнасемпе пĕрле Чăваш Енĕн паллă ентешĕсем пирки хайласа ӳкернĕ чаплă куравпа паллашнă. Вĕсем: Надежда Павлова, Светлана Ефремова, Юрий Свинцов, Галина Васильева, Ольга Серегина тата ыттисем те.  Вĕсем Чăваш Республикинче анчах мар, ытти регионсенче те анлăн палăртнă, халăх хапăл тусах яланах кĕтет.   

Пĕтĕм халăхсен хушшинчи балет фестивалĕ кăҫал вунă кун хушши пырать. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче савăнăҫлă лару-тăрура уяв мероприятийĕсене пĕтĕмлетӳ тума плана кĕртнĕ.

«Чăваш Енĕн паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи балет фестивалĕ уҫăлни хăйне евĕр пысăк чăн-чăн уяв.  Эпир мăнаҫлăн хамăрăн ентешĕмĕр – СССР халăх артистки Надежда Павлова ятне кулленех асăнатпăр, ун пирки пĕлтеретпĕр. Культура пайĕнче унăн ячĕ ҫĕршыва мăнаҫлăн ҫĕклеме витĕм кӳчĕ. Эсир нацин чун-чĕре пуянлăхне, кăмăл-туйăмне ҫирĕплететĕр.   Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паянхи кун та Галина Васильева, Юрий Свинцов тăрăшаҫҫĕ. Професси пĕлĕвне ӳстерсе, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма пурсăмăра та витĕм кӳреҫҫĕ. Пурне те ырă ятсене ĕмĕр чĕрере упраса пурăнма, вĕсен пархатарлă ĕҫне, культурăна ăша хывма вĕрентнине асра тытса савăнса пурăнма, Тăван ҫĕршыв ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫĕклесе пыма вăй-хал сунатăп», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.    

 



11 апреля 2022
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter