«Аталану ыйтăвĕсене пурнӑҫланӑ чухне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх принципӗсене ҫухатманни питӗ пӗлтерӗшлӗ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Аталану  ыйтăвĕсене пурнӑҫланӑ чухне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх принципӗсене ҫухатманни питӗ пӗлтерӗшлӗ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Аталану  ыйтăвĕсене пурнӑҫланӑ чухне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх принципӗсене ҫухатманни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Кун пирки сăмаха Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савнăҫлă лару-тăрура палăртнă. «Паллă, кирек-епле ыйтăва татса парассинче старостăсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем вырăнти лару-тăрăва ҫирĕп асăрхаса тăраҫҫĕ, туххăмрах вĕсене татса парассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Пирĕншĕн те паха. Халăхăн ыйтăвне уҫăмлатма меллĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене пирĕн пата илсе ҫитерни, вĕсене татса парас ĕҫре пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни пушшех те аван», – тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.

Республикӑри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх паян, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, улшӑнусен умӗнче тӑрать. Ҫулталăк  вӗҫлениччен Чӑваш Енре ял ҫӗрӗнчи  районсенчен муниципаллӑ округсем туса хурас ӗҫе вĕҫне-хĕрне тухма  палăртнă. Тӗп тӗллев – территорисене халӑх шухӑш-кӑмӑлне шута илсе тухӑҫлӑ аталантарасси. Пӗр шайлӑ тытӑм ҫине куҫни финанс ресурсӗсене пӗрлештерме, управлени ӗҫне хӑвӑртлатма май парать, ҫакӑ вара ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлӑн та хӑвӑрт пӑхса тухма тата ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать.

Сăмах май, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешӳсен канашĕнче ТОСсенче тăрăшакансемсĕр, вырăнти старостăсемсĕр тавралăха тирпей-илем кĕртессипе пĕр ыйту та вырăнтан куҫмасть тесен те йăнăшах мар пулĕ. Наци проекчĕсемпе пулса пыракан кирек-епле ĕҫе те вĕсем хастар хутшăнни куҫ кĕретех.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ микрорайонсене хута ярассинче, ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркеленĕ хыҫҫăн пурнăҫа кĕртсе пырассинче, парковкăсем тăвассинче вĕсен витĕмлĕхĕ пушшех те пысăк.  Тепĕр тесен, паянхи пурнăҫ таппинче ял тăрăхĕсенче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе килĕшӳллĕн тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Вăл ĕҫсенче те ҫӳлерех палăртнă хастарсем активлă хутшăнаҫҫĕ.  Пуҫаруллă проектсене республикăра чăнласах та курăмлă пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.  Паянхи куна илес пулсан, вĕсем 2 759 проекта ҫитнĕ, кăҫал пурĕ 862 проекта пурнăҫа кĕртме план тунă.   

Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен тепĕр ыйтусенчен пĕри – муниципаллă районсене муниципаллă округа куҫарса пырасси.  Кăҫал депутатсене суйланă чухне питĕ тимлĕ пулма тăрăшмалла, чи хастар ĕҫлекенннисемшĕн сасăлама пĕлмелле.

Хальхи вăхăтра 19 муниципаллă района муниципаллă округсем ҫине куҫарассипе ĕҫ хучĕсене йĕркелесе пыраҫҫĕ.  Асăннă ҫĕнĕлĕх халăхшăн питĕ усăллă пуласси те куҫ кĕретех. Паха специалистсем хăйсен ĕҫ вырăнĕсенче ҫынсене усăллă канашсемпе туххăмрах пулăшса пырайраҫҫĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пуҫлăхсемпе пĕрле, халăхăн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса татса парасси те часах пулĕ. Тепĕр тесен, финанс тĕлĕшĕнчен укҫасене перекетлеме аван, тĕлли-паллисĕр тăкакланмĕҫ. Чи ырă енсенчен пĕри – пысăк проектсемпе ĕҫлеме лайăх пулĕ. Строительство енĕпе объектсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче ҫăмĕллĕхсем кĕтĕҫ.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ инфратытăма вăй илтерсе пыма, объектсене тĕпрен юсаса ҫĕнетме, тавралăха тирпей-илем кĕртме укҫа-тенкĕ те вăхăтра тата кирлĕ пек шайра куҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне пысăклатса пырассишĕн, паха специалистсем тăрăшса, яваплăха туйса ырми-канми ĕҫлессине пурсăмăр та шанатпăр.

Мӗнпур муниципаллӑ служащипе патшалӑх служащине пӗр ӑнтӑлу, пӗр пысӑк тӗллев пӗрлештерет, ку вӑл – пирӗн юратнӑ республикӑмӑрти ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тата лайӑхрах тӑвасси. Вырӑнта тухӑҫлӑ ӗҫленинчен чӑннипех те питӗ нумай килет. Ҫул-йӗре, коммуналлӑ тата социаллӑ инфратытӑма ҫӗнетесси, картишсемпе урамсене тата обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртесси, инвестицисем явӑҫтарасси тата ытти нумай-нумай ыйту сирӗн кулленхи тивӗҫӗр шутӗнче. Ҫынсен пуҫарӑвӗсене шута илсе ӗҫлеме пӗлни тӗллевсене тухӑҫлӑ татса пама май парать. Ҫынсемшӗн чи ҫывӑх шайри ҫак халӑх влаҫӗн яваплӑх сфери калама ҫук пысӑк. Кун пирки Пуҫлăхсем пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă.

Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешӳсен канашĕнче пĕтĕмпе 297 муниципаллă пĕрлешӳ шутланса тăрать, вĕсенчен 264-шĕ ял тăрăхĕсем, 7-шĕ хула округне кĕрет, пурĕ 19 район, 2 муниципаллă тата 5 хула округĕ шутланать.         



22 апреля 2022
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter