Чăваш алфавитне халалланă палăка уҫнă

Чăваш алфавитне халалланă палăка уҫнă

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских хутшăннă.

Монумента Ульяновск облаҫĕнче «Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕ. Иван Яковлевăн хваттерĕ» музей территорийĕнче тунă.  

Сăмах май, облаçри чăваш наципе культурин автономийĕн хастарĕсем вырăнта тĕрлĕ проектсем пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнĕ май Ульяновск хулинче чăваш алфавитне халалласа палăк питĕ илемлĕ пулса тухнă.

«Чăваш алфавитне вырăс алфавитне таянса йĕркеленĕ, хушма пурĕ чăвашла тăватă саспалли пăхса хăварнă. Ыттисем вара пĕтĕмпех вырăс чĕлхинче те пур. Ҫак тăватă саспалли чăваш сăмахĕсене палăртма витĕм кӳрет. Ҫав тери уҫҫăн та янăравлăн, ҫемҫен илтĕнеҫҫĕ чăваш сăмахĕсем», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев. «Эпир Иван Яковлевич Яковлевпа мăнаҫланатпăр. Чăваш чĕлхипе тата унăн культурине аталантарма пысăк тӳпе хывнă, пархатарлă ĕҫ пурнăҫланă ентешĕмĕрпе ĕмĕр хавхаланса пурăнатпăр.  Ку вырăн вăй-хăват кӳрет. Паллă ҫынсем чылай тухнă ку тăрăхран: поэтсем, ҫыравҫăсем, музыкантсем, ӳнер ăстисем халăхра анлăн сарăлнă», – тенĕ вăл сăмаха хушса.  

Иван Яковлев учительсен шкулне 1868 ҫулта Чĕмпĕр хулинче пуҫарса янă. Тăван чĕлхене аталантарса, вĕрентсе пыма ăста учительсем хатĕрлесе кăларнă ҫак шкулта. Тарăн пĕлӳ илнĕ ăсчахсем чăвашла та вырăсла та пĕр пекех чаплă ҫырнă, вуланă, калаҫнă. Тăван ĕҫе парăннă ентешĕмĕрсем пулас ăрушăн пысăк тӳпе хывнă. Чăвашсен паллă поэчĕ Константин Иванов, Федор Павлов композитор, Марфа Трубина ҫыравҫă, Николай Шупуҫҫынни,  Иоаким Максимов-Кошкинский, Яков Ухсай тата ыттисем те.   

Иван Яковлева çут ĕçĕ, тăван халăхне пĕлӳ парас çул çине тăма пысăк витĕм кӳнĕ. Эпир начар халăх мар. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ - чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ. Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман тесе пĕрре мар каланă чăвашсене ҫутта кăлараканăмăр.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Ульяновск облаҫĕн Губернаторне культурăпа тăван чĕлхене аталантарса пыма, ăна ламран-лама куҫарма, регионти мĕнпур халăха пĕрне-пĕри хисеплесе пурăнма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Раҫҫейре тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăнать, вĕсенчен кашни хăйĕн йăли-йĕркипе культурине упрама тăрăшать, культура пуянлăхне упрассишĕн ырми-канми ĕҫлет. Эпир пĕр чăмăра пухăнса, туслă ĕҫлесе пурăнни – кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма май парать. Яланах ҫапла пулнă, ӳлĕмрен те ҫавăн пекех пулассине пĕлсех тăратпăр», – тенĕ Ертӳҫĕ.    

«Эпир пурне те пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Вĕренӳ, культура, социаллă тытăма вăй илсе аталантарма тĕрлĕ условисем хатĕрлетпĕр, хамăра ҫутта кăларакансене ĕмĕр чĕрере упратпăр.  Палăка ҫĕклесе лартма пулăшу панисене пурне те чыс та мухтав.  Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Алексеевич Николаева, Чăваш Республикин Правительствине тата ҫавăн пекех Чăваш наци конгресне пысăк тав. Мĕн авалхи туслăха тытса тăракан символ пулса тăрать ҫак хăпартса лартнă палăк», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских.

Проектăн авторĕ, Раҫҫейри чăваш художикĕсен Союзĕн пайташĕ Виктор Егоров ĕмĕрех Иван Яковлевич Яковлевăн ячĕ ҫитĕнекен ăрăвăн асĕнче упраннине, унпа ĕмĕр мăнаҫланнине каланă.  Ҫырулăха аталантарса пыма, тăван чĕлхене ăша хывса пурăнма витĕм кӳнĕ пархатарлă ĕҫ нихăҫан та халăхăн асăнчен ҫухалмасса каланă.    

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ульяновск облаҫĕнче палăка тăвас текен шухăша хапăл тусах йышăннă. Проект пурнăҫа епле кĕнине кулленех сăнаса пынă вăл. Чăваш алфавитне халалланă палăка хăпартса лартма хăйĕн ĕҫ укҫин пĕр пайне те куҫарса пама килĕшнĕ.

Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1,8 млн тенкĕпе танлашать.

Чăваш Республикин Культура министерстви 2021 ҫулта авăн уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ырă кăмăллăх ĕҫне хутшăнма чĕнсе каланине хапăл туса йышăннă.  Асăннă ведомство объекта тума ятарлă счет ҫине укҫа-тенкĕ куҫарса панă. Пĕр сăмахпа каласан, Раҫҫейри мĕнпур чăвашсем пĕрле тăрăшса, ҫак палăка тума хутшăннă. Май пур таран кашни  ырă кăмăлпа укҫа-тенкĕ пама килĕшнĕ. Палăк питĕ илемлĕ пулса тухнă, кашни чăвашăн кăмăлне уҫса янă.



23 мая 2022
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter