Ульяновск облаҫӗн Губернаторӗ Алексей Русских Чăваш Ене Республика кунне килме килĕшнĕ

Ульяновск облаҫӗн Губернаторӗ Алексей Русских  Чăваш Ене Республика кунне килме килĕшнĕ

Тĕлпулу вăхăтĕнче икĕ ен бизнес тытăмĕпе ҫыхăннă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Шыв ҫийĕн ҫӳретме май паракан хăтлă условийĕсем пирки те чарăнса тăнă, туризм пирки канашланă, патриотизм енĕпе ҫыхăннă марафон ирттерессине, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пуласлăхри ĕҫсене йĕркелесси ҫинчен те чарăнса тăнă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ульяновск облаҫĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, вырăнти ертӳлĕхе, Ульяновск облаҫăн Губернаторне  Русских Алексея Чăваш Ене, Республика кунне халалласа иртекен мероприятисене, ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче килме йыхравланă.  

Палăртнă кунсене Шупашкарта Экономика форумĕпе РФ Патшалăх Думин туризм енĕпе ĕҫлекен Комитетăн тухса ҫӳрекен ларăвĕ пулать. Ҫитес канашлура туризм инфратытăмне регионсенче  вăй илтерессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухма плана кĕртнĕ.  Кăҫал пуҫласа ҫуллахи тапхăрта Атăл тăрăх ҫӳреме туристсем валли ҫулсем уҫăлĕҫ, Хусана, Нижний Новгорода ҫитме ансат пулĕ. Пирĕн паха опытпа Ульяновск облаҫĕ те кăсăкланать.  Хальхи вăхăтра регион юхан шыв тăрăх илсе ҫӳретме май паракан инфратытăма вăй илтересси пирки тĕрлĕ ыйтусене тишкерет.   

Наукăпа суту-илӳ, социаллă сферăпа инфратытăм, экономикăпа ҫыхăннă тĕрлĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Ресских килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Икĕ ен тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ҫыхăнусене тĕпе хурса, паянхи пурнăҫ таппине шута илсе, социаллă сферăпа экономикăна хăватлантарса пыма тĕрлĕ условисем пăхса хăварма шухăшлаҫҫĕ, предпринимательлĕх пайне вăй илтерсе аталантарма та майсем шыраҫҫĕ.  

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче тахҫантанпах йĕркеленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнăва упраса малалла та пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  Икĕ регионăн та пуласлăхĕ пысăк тесе хакланă.  «Эпир тахҫантанпах промышленноҫ пайĕнче, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче, наци политикине тытса пырассинче килĕшсе, пĕрне -пĕри ăнланса ĕҫлесе пыратпăр.  Палăртма кăмăллă, Ульяновск облаҫĕнче чăвашсем сахал мар пурăнаҫҫĕ. Апла пулсан, культура тытăмĕнче те пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыни паха.  Паян чылай ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ. Ҫĕнĕ йĕркесене тĕпе хурса, палăртса хунисене паянхи пурнăҫ таппине тӳр килтерсе йĕркелесе пыма тăрăшмалла. Пĕрлехи ĕҫсем малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма хавхалантарса тăмалла», - тенĕ Олег Николаев.    

Алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ пĕрлехи мероприятисене йĕркелесе пыма витĕм кӳрĕ. Тĕрлĕ предприятисемпе организацисем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлĕҫ. Тепĕр тесен импорта улăштарассинче те пысăк пулăшу пулассине шанатпăр. «Симĕс» бренда сарас тата ял хуҫалăх пайĕпе ҫыхăннă хăш-пĕр паха проектсене те пурăҫа кĕртсе пыма май парасса ĕненетпĕр.

«Культура тата экономика ыйтăвĕсене тарăнрах тĕпчесе сӳтсе явма калаҫса килĕшрĕмĕр. Шалти туризма аталантарассипе Чăваш Енĕн, чăнласах та пысăк потенциал.    Шывпа ҫыхăннă туризм ыйтăвне те тĕплĕнрех тĕпчемелле. Юхан шыв инфратытăмне аталантарма лайăх ĕҫ опычĕ пур.  Ульяновск облаҫĕнчи предприятисем пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Промышленноҫ тытăмĕпе ĕҫлекенсемшĕн пирĕн опыт кирлĕ пулма пултарассине те шанатпăр. Кӳршĕллĕ икĕ регион пĕр-пĕрин паха ĕҫ опытне тĕпе хурса пуласлăхри ĕҫсене пурнăҫласса ĕненетпĕр», - тенĕ Алексей Русских.  

Икĕ регион хушшинчи туслăха, ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирĕплетекеннисенчен пĕри -  наци тата культура енĕпе ҫыхăннă проектсем.  Патриотизм туйăмне вăйлатас тĕлĕшпе, тыл паттăрĕсене сума сунса регионсен хушшинчи марафона Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ирттерме сĕннĕ. 1941 ҫулта Ульяновск облаҫĕн территорийĕнче Куйбышевăн хӳтĕлев рубежĕсене тунă.  Пĕрлехи мероприяти йĕркелесе, тыл ĕҫченĕсене халалланă марафона туса ирттерме чĕнсе каланă. Пирĕн паттăрсем, хăйсене шеллемесĕр, хĕлле, техникăсемсĕр, кунĕ-ҫĕрĕпе чавнă, ҫĕршыва хӳтĕлес тесе тăрăшнă. Кĕске вăхăтрах ҫав тери пысăк ĕҫсем туса ĕлкĕрнĕ.  

Ҫакнашкал мероприятийĕн пĕрлехи ĕҫне иртнĕ эрнере Тутарстан Республикипе Чăваш Республики пĕтĕмлетнĕ.  Сăрпа хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакан паттăрсене халалласа мемориал хута яма палăртнă Чăваш Енре. Объекта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уҫаҫҫĕ. Паллă пулăма пырса курма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Русских Алексея  йыхравланă.  

Ульяновск облаҫĕн Правительствинче ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 2025-2026-мĕш ҫулсенче лаша спорчĕн шкулĕн ҫумĕнче ипподром тума план хатĕрленине пĕлтернĕ. Спорт объектне хăпартма, Ульяновск облаҫĕнчи учрежденийĕн проектне тĕпе хума пултарассине те асăннă вăл. Шăпах та, хальхи вăхăтра спорт объектне тĕпрен реконструкцилеҫҫĕ. Паха ĕҫ пирĕншĕн те усăллă пулма пултарассине тепĕр хут асăнса хăварнă республика Пуҫлăхĕ.  



23 мая 2022
11:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter