Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланă Раҫҫейри пĕрремĕш астăвăм комплексĕпе Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин статусне илнисен II-мĕш Форум мероприятийĕсен йĕркисене ырланă

Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланă Раҫҫейри пĕрремĕш астăвăм комплексĕпе Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин статусне  илнисен II-мĕш Форум мероприятийĕсен йĕркисене ырланă

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн обществӑлла проектсемпе ӗҫлекен Управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Новиков канашлăвĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртнă мероприятийĕсен концепцине – Раҫҫейре тыл ĕҫченĕсене халалланă мемориала тата Шупашкарта ĕҫ паттăрлăхĕн хулисен форумне йĕркелесси пирки проекта ырланă.  

Утă уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче «Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕн эстафети» патриотла акци иртет, Мускаври Кремльтен пуҫласа тыл ĕҫченĕсене Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă мемориала ҫити сарăлать. Куславкка районĕнче Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексĕ хута каять. Ку палăк вăрçă вăхăтĕнчи йывăр тапхăра, тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра тытма май парать.

«Мемориаллă комплексăн пĕлтерĕшĕ ӳстĕр тесе, халăх хушшинче ĕмĕрех упрантăр тесе «Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ» ятпа эстафета ирттерме сĕнетпĕр.  Ĕҫ паттăрлăхĕн  хулисене тимлĕх уйăрса Дзержинский тата Чул хулара палăртнă маршрутпа килĕшӳллĕн ятарлă тематика мероприятийĕсем ирттермелле.  Хушма тимлĕх ку палăртса хунă ĕҫсем ҫине тата та анлăрах пăхма хистĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн обществӑлла проектсемпе ӗҫлекен Управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Новиков Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хыпарланă мероприятийĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине те самай витĕм кӳрессине асăннă.  «Ĕҫ паттăрлăхĕн  хули» ята тивĕҫнисемшĕнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине ĕмĕр асра тытса, ăна ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче те сахал мар пулăшĕ. Тыл ĕҫченĕсем вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче тăшмана парăнтарас тесе кунне-ҫĕрне пăхмасăр, хăйсене шеллемесĕр ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе тăрăшнă.  Ҫитĕнекен ҫамрăксене паттăрсем пирки тăтăшах ăнлантарса памалла. Ку вӑл патриотла воспитани памалли меслет тата тӗп задачӑсенчен пӗри», – тенĕ вăл.  

Чӑваш Республики пирӗн Тӑван ҫӗршыв территорийӗнче хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсен тӗслӗхӗпе ӗҫ паттӑрлӑхӗн геройӗсене ӗмӗрлӗхех асра тытса пурӑнассине тытӑмлӑн татса панӑ Раҫҫейри пӗрремӗш регион пулса тӑчӗ. Республикӑра асӑну кунне ҫирӗплетнӗ: Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен Асӑну кунӗ – юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ. Паллах ӗнтӗ, тылри ик ҫӗр пин ытла ҫыннӑн чӑн-чӑн массӑллӑ паттӑрлӑхӗ – Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас ӗҫе хывнӑ калама та ҫук пысӑк тӳпе. Тыл ӗҫченӗсем эвакуациленӗ заводсене ҫӗнӗ вырӑнта ҫийӗнчех хута янине, уй-хирте, эвакуаци йӗркипе куҫса килнӗ госпитальсенче ырми-канми вӑй хурса ӗҫленин пӗлтерӗшне палӑртмалла. Пирӗн тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ темӑна Тӑван ҫӗршыва чунпа парӑннин, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотлӑх тата ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе воспитани памалли ырӑ тӗслӗх вырӑнне хурса халӑх хушшинче анлӑн сарас ӗҫе малалла тӑсмалла.

Шупашкар хулине Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин статусне парасси ҫинчен тунӑ йышӑну та ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Вăл аслӑ ӑрури йӑхташӑмӑрсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрлӑхӗпе хӑйсене шеллеменлӗхне тивӗҫлипе ҫирӗплетни пулса тӑчӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Сӑр тата Хусанти хӳтӗлев чиккисене тăвакансен паттӑрлӑхӗ ҫарпа патриотизм тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тĕлĕшĕнчен, 1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин  историйĕнче уйрӑм вырӑн йышӑннине палӑртнă. «Халӑх паттӑрлӑхӗ паянхи кун та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатмасть, паянхи пурнăҫра та хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре пĕрлехи ĕҫсем туса пыни те аван пулнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «2025 ҫулта Аслă Ҫĕнтерĕве  юбилей ячĕпе палăртса пыракан мероприятийĕсенче, комплекслă ĕҫ йĕркеленессине шанатпăр. Ăна федераци шайĕнче тимлĕх уйăрассине, Раҫҫейри регионсенче те ҫакнашкал пулăмсене пуҫарса ярассине пĕлетпĕр. Хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсем нихăҫан та асран тухмĕҫ», – тесе хушса каланă регион Ертӳҫи. Паян çамрăксем историе пĕлесси, аслă ăрусен паттăрлăхне хакласси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енĕн Сăр тата Хусан хӳтлĕх чиккисен строителĕсен паттăрлăхне асра хăварассипе çыхăннă опычĕпе ытти регион та кăсăкланать, унпа вĕсем те усă курма тăрăшаҫҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 80 ҫул ҫитнине палăртса ытти регионсенче те мемориаллă комплекссене хута яни вырăнлă пулассине, проектсене пурнăҫа кĕртме чĕнсе каланă.   

Олег Николаев палăртса хунă мĕнпур ĕҫсенчен чи пĕлтерĕшли – мемориаллă комплекса уҫни тесе хакланă. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене сума сунса, вĕсен тĕслĕхне тĕпе хурса  ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе пыни те лайăх тенĕ.

«Объект пирĕн регионшăн кăна мар пĕлтерĕшлĕ, Раҫҫей Федерацийĕн ытти субъекчĕсемшĕн те паха», тенĕ вăл хушса.   

Объект композицийӗ пиллӗк тӗп элементран тӑрать: ҫӳллӗшӗ 4,5 м, 38 стеллăран тăрать.Вĕсенчен кашнийӗ 10 ҫухрӑма хӳтӗлев сооруженине сӑнарлать. Ӗмӗрлĕх вут-ҫулӑм тӗп лапамра  гранитран тунă 26 стелла, вĕсене республикӑри районсемпе хуласен символикисен сӑнӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Ӗҫри паттӑрлӑх ҫинчен асӑнмалӑх лартнӑ йывӑҫсен аллейи те пур, хăнасене валли парковка тунă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн пуҫарăвĕ – Сăрпа хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалласа мемориаллă комплекса хута ярас текен шухăша «Пултаруллă ҫынсем» проекта пурнăҫлассипе ĕҫлекен комиссийĕ хапăл тусах йышăннă,  вăл «Культура» наци проекчĕпе те тӳр килсе тăрать. Раҫҫейри ҫарпа истори обществи пĕтĕм Раҫҫейри конкурс йĕркеленĕ, комплекса тума проектсене пăхса тухса чи лайăххине суйласа илнĕ.   Ҫивĕч ăмăртура Константин Фомин архитектор мала тухнă. Вăл Тверь облаҫĕнче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинчи паттăр салтаксен ячĕсене палăртса Мемориаллă комплекса тăвакан автор та.  

Республикăра мемориаллă комплекса уҫнă май тепĕр пысăк форум та пулса иртет. Пĕтĕм Раҫҫейри хуласем «Ҫĕнтерӳ рубежĕ»   форума хутшăнса паттăрсене аса илĕҫ, вĕсем пирки куравсем хатĕрлĕҫ.   Мероприяти Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта  утă уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче иртĕ. Тĕп мероприяти Шупашкарти электроаппарад заводĕнче пулать. Паллă пулăма Чăваш Ене ҫĕршыври 44 хуларан ĕҫ паттăрлăхĕн хулин ятне тивĕҫнисенчен делегацисем килсе ҫитĕҫ. Пурĕ 250 ытла ҫын пухăнасси те куҫ кĕретех теҫҫĕ ертӳҫĕсем.

Форумăн ĕҫ программи виҫĕ тĕп темăпа иртĕ.  «Ĕҫ паттăрлăхĕ»,  хуласене аталанса пыма витĕм кӳрекен предприятисен тӳпи пирки уҫă калаҫу, тыл ĕҫченĕсен паттăрлăхне асра тытса, вĕсем пирки ҫитĕнекен ăрăва  каласа парасси ыйтусем тавра канашлĕҫ.  Ĕҫлекен ҫамрăк яш-кĕрĕм, ĕҫ ҫыннин паянхи пурнăҫ таппинчи пĕлтерĕшĕ, тылри Хĕрарăмсен паттăрлăхĕ, Юрату, Ҫĕнтерӳ темисем  те кун йĕркинчех пулĕҫ.  Вăрҫă ҫулĕсенчи хĕрарăмсен  паттăрлăхĕ те асрах.  Кашни темăпа ятарлă программа хатĕрленĕ, темăсене тĕплĕн ҫутатса пама май паракан лапамсене те хатĕрлесе тăратнă.   

«Ҫĕнтерӳ рубежĕ» ĕҫ паттăрлăхĕсен хулисен форумне йĕркелекенĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Шупашкар хула администрацийĕ шутланаҫҫĕ.

Паллă, мероприятисене йĕркелесе пыма витĕм кӳрекеннисем: РФ Патшалăх Думи, РФ Федераци Канашĕ, РФ Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви, РФ Ҫут ĕҫ министерстви, РФ Культура министерстви, РФ Ҫамрăксемпе ĕҫлекен агенство, тĕрлĕ обществăлла организацисем, Раҫҫейри ҫарпа истори обществи, Раҫҫей Федерацийĕн Обществăлла палати, Раҫҫейри Ҫамрăксен союзĕ, Раҫҫейри Хĕрарăмсен союзĕ тата ыттисем те.   

Раҫҫейри ҫамрăксемпе ĕҫлекен агенствăн ертӳҫи Андрей Платонов хăйĕн сăмахĕнче форум ĕҫне предприятисенче тăрăшакан ҫамрăк специалистсене явăҫтарма сĕннĕ. «Ҫитес ҫул валли проектсене хатĕрлесе тăратма, вĕсене пĕр чăмăра пухса тĕплĕн сӳтсе явма май паракан форум. Кун пек ĕҫе йĕркелени самантлăха, пĕр кунлăха кăна мар, ăна малалла та тăсни вырăнлă», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.     



25 мая 2022
11:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter