Донбасри инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвне ăсатнă

Донбасри инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвне ăсатнă

Тиенĕ таварсен калăпăшĕ 25 тоннăран та ытла.  Таварсене Чăваш Республикин электротехника кластерĕн предприятийĕсем: «ЧЭАЗ» АО, «ЧЭТА» тулли мар яваплă общество, «Релематика» тулли мар яваплă общество, «Чувашкабель» тулли мар яваплă общество хатĕрленĕ. Вĕсем ДНР  электричество ҫыхăнăвĕсене ҫĕнетсе улăштарма кирлĕ пек хатĕрсене ăсатнă. Паллă, апат-ҫимĕҫ  таварĕсем те пур, вĕсене те вăл тăрăхах яма палăртнă.  

Фурăсем Чăваш Енри электроаппарад заводĕнчен ҫула тухнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче мĕнпур ĕҫсене йывăра лекнисене пулăшу парас тĕллевпе йĕркеленине асăннă.  Ырă туни – каяллах ырăпа таврăнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Халăхра ахальтен мар калаҫҫĕ : «Мĕн акнă ҫавă шăтнă», тесе. Енчен те эпир хамăр енчен ырăпа халăха пулăшма тăрăшатпăр пулсан, вăл каяллах хамăр пата та ырăпах килĕ. Йывăр чухне алă пама пĕлмелле тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  Иртнĕ уйăхрисемпе пĕрле эпир Чăваш ЕНрен пиллĕкмĕш хут ĕнтĕ ырă кăмăллăх таварĕсене ăсататпăр. Кулленхи пурнăҫра кирлĕ таварсене Донбаса янă.  Паян вара хăйне евĕр тавар ăсатăнать. Электротехника енĕпе ҫыхăннă материалсем те кулленх пурнăҫра тăтăшах кирлĕ. Арканнă объектсенче тĕрлĕ хатĕрсене ҫĕнетсе улăштарма шăпах та паха таварсем ăсатăнаҫҫĕ.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳрекен хатĕрсем те питĕ вырăнлă халĕ паянхи пурнăҫ таппишĕн.   

«ЧЭАЗ»  акционерлă обществăн генеральнăй директорăн ĕҫĕсене вăхăтлăх йĕркелесе пыракан Александр Горелов заводăн историйĕ 1941 ҫултан пуҫланнине палăртнă.  Республикăн тĕп хулине хăй вăхăтĕнче пĕрремĕш эшелон килсе ҫитнине те каласа хăварнă. Пысăк пĕлӳ илнĕ специалистсем объектсене хăпартма сахал мар витĕм кӳнине асăннă. Харьковри электромеханика заводĕнчен килнисем ырми-канми тăрăшнине те палăртнă вăл. «Эпир чăваш халăхĕпе украина халăхĕ пĕр-пĕринпе туслă хăй вăхăтĕнче пурăннине ăнланатпăр.  Донбасс паян йывăр лару-тăрăва лекнĕ. Чăваш Республикин халăхĕ май пур таран пулăшма пикенет.  Эпир те, электроаппаратчиксем хапăл тусах килĕшрĕмĕр вĕсене тĕрев пама», тенĕ вăл. Заводра тăрăшакансем пĕтĕмпе сакăр тонна тавар тата виҫĕ тонна электротехника  таварĕсем пухнă.    

«Инновационный территориальный электротехнический кластер Чувашкой Республики»  ассоциацийĕн ĕҫ тăвакан директорĕ Александр Данилов предприятине тав тунă, кун пек малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме шантарнă. Ассоциаци ӳлĕмрен те таварсем ăсатма тĕллев лартать тенĕ вăл.    Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвĕ улттăмĕш партипе каять.  Маларах 233 тонна тавар ăсатнă пулнă.

Донбасс халăхне пулăшас тесе пинĕ-пинĕпе ҫынсем ырă ĕҫсем тума пикеннĕ. Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем те хапăл тусах пулăшма килĕшнĕ. Республикăри мĕнпур предприятисемпе организацисем ĕҫе хастар хутшăнни те куҫ кĕретех. Сывлăх сыхлавĕпе, культура, вĕренӳпе спорт, ял хуҫалăх тытăмĕсенче тăрăшакансем те кулленех тĕрев параҫҫĕ. Чăваш ЕНри «Пĕрле» ырă кăмăллăх фондне 13 млн ытла укҫа-тенкĕ пуҫтарăннă, вĕсем те халăха пулăшма тăкакланасси куҫ кĕретех.

Хыпарсемпе тĕплĕнрех  help21.ru. сайтра та майсем пур.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Ен Донецкри электротехника заводне шефа илнĕ. ДНР объектсене хута яма тĕрев парать Чăваш Республики. Ĕҫсене йĕркелесе пыма Чăваш Енĕн электротехника кластерĕ хатĕр, пысăк технологиллĕ хатĕрсем те ҫителĕклĕ регионăн. Пуласлăхра пысăк тĕллевсем – электротехника, энергетика тытăмĕнче ĕҫлеме паха специалистсене хатĕрлесе кăларма та пулăшасси планра пур.  

Ку е вăл ытти ыйтусене татса пама Чăваш Республикинчен ятарлă ĕҫ делегацийĕ ДНР кайнă. Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Кольцов, «ЧЭАЗ» АО генеральнăй директорĕ Алексей Ильбеков ДНР предприятисене ҫитсе килĕҫ, унти условисене курса хаклĕҫ.   Ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май республикăсенчи икĕ министерство хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе документа та ҫирĕплетесси планра пур. Чăваш Республикин Промышленноҫ министерствипе Донецк Халăх Республикин Промышленноҫ министерстви пуласлăхри плансене пăхса хăварĕҫ, объектсене пĕрле килĕшсе пурнăҫа кĕртсе пырасси пирки сӳтсе явĕҫ.

 

 



27 мая 2022
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter