Чӑваш Енре "Ялта чи маттуррисем» агроволонтерсен пӗрремӗш слетне ирттернӗ

Чӑваш Енре "Ялта чи маттуррисем» агроволонтерсен  пӗрремӗш слетне ирттернӗ

«Раҫҫей ялĕ» «Единая Россия»  партийĕн проекчĕпе тата Чăваш Енĕн паллă ҫыннисене халалланă мероприяти  ҫĕршыра пуҫласа ҫакăн евĕр профильлĕ пысăк слет иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕ тӳреме Чăваш Ен Пуҫлăхĕн ушкăнĕ йĕркеленине палăртнă,  мероприяти пĕрлехи ĕҫе туса пыма хистенине, ырă ĕҫсем йĕркелеме вĕрентнине, регион шайĕнче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем хатĕрлеме витĕм кӳнине, волонтерсен юхăмне аталантарма пулăшнине, патриотизм вăй хăватне ӳстерме те май панине асăннă.  «Пĕрлехи лайăх ĕҫсене пула, Чăваш Республикинче пурăнма мĕнпур условисем чаплă. Паянхи кун пире пурсăмăра те пурнăҫ ҫине ҫĕнĕлле пăхма вĕрентет, пахаран та паха ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларма, пысăк технологисене витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса пыма ҫул-йĕрсем уҫса парать. Пĕлтĕрхи ҫул таварсене экспорта куҫарассипе кăтарту 30 процента ҫити хăпарнă. Вăл ҫитĕнӳсене пĕтĕмпех эсир тунă», -  тесе каланă республика Ертӳҫи мероприятине пухăннисене саламланă май. Патшалăх енчен те сахал мар тĕрев куҫнине, тĕрлĕ субсидисем илме майсем уҫăлнине, программăсем те пурнăҫа туллин кĕрсе пынине палăртса хăварнă. 

Слета пĕтĕмпе 1300 ытла ял тăрăхĕсенче ĕҫлесе пурăнакан ҫамрăк яш-кĕрĕмсен представителĕсем пухăннă. Вĕсем: ял хуҫалăхĕнче, сиплев учрежденийĕсенче, педагогикăра, культурăпа спорт, вĕрентӳ пайĕнче тăрăшакансем. Паллă форума Чăваш Енри Тăвай районĕнче йĕркелесе ирттернĕ. 

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева «Ялта чи маттуррисем» проектăн атмосфери кăмăллă пулнине, Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине ҫакăн пек чаплă уяв йĕркелеме пуҫаруллă пулнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Ял хуҫалăхĕ хăйне евĕр стратегильлĕ ҫул-йĕр шутланать. Ҫĕр ĕҫченĕсем умĕнче пуҫ таятпăр», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков

«АгроАсаилӳ» ҫĕнĕ проекта слетра презентациленĕ, ăна Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тума  хăйсен вăйне шеллемесĕр ырми-канми ĕҫленĕ паттăрсене халалланă.

Чăваш патшалăх аграри университечĕ Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви, Чăваш Енри АПК ветеранĕсен Союзĕпе «АгроВыбор» волонтерсен альянсĕ пулăшнипе ятарлă курав хатĕрлесе тăратнă. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсенче тăрăшнă мĕнпур совет халăхĕн паттăрла ĕҫĕ пирки куравра тĕплĕн паллашма май пулнă. Материалсене тĕрлĕ архивсенчен музейсенчен, республикăри мĕнпур районсемпе хуласенчен тĕплĕн пухнă. Аслă шкулта вĕренекенсем, «Советская Чувашия» хаҫатра тăрăшакансем, Интернет уҫлăхĕнче тимлекенсем хастар хутшăнни те куҫ кĕретех.  

Куҫса ҫӳрекен фотокуравпа регионта пурăнакан мĕнпур халăх паллашма пултарайрать. Ăна республикăри районсемпе хуласене графикпа килĕшӳллĕн, халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелесе пыма тăрăшĕҫ.

«АгроВыбор» волонтерсен юхăмĕ «АгроПамять» проект ĕҫне 2022 ҫулта кӳлĕннĕ.  Ятарлă информаци порталне пуҫарса янă. Ял тăрăхĕнче пурăнакан тыл ĕҫченĕсен паттăрлăхне халалланă «АгроПамять» портала. Наукăпа практика конференцийĕсем те пур, вĕсем пĕр сăмахпа каласан ял ĕҫченĕсемпе ҫыхăннă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 1942-1943 ҫулсенче ял хуҫалăхĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн Чăваш Ене ҫĕршыв оборонин Патшалăх комитечĕн Хĕрлĕ Ялавне тивĕҫнине пĕлтернĕ. Вăл хисепе республика икĕ хутчен тивĕҫнине те асăннă регион Пуҫлăхĕ. «Нихăҫан манăҫми паттăрла ĕҫсем тунă ҫĕр ĕҫченĕсем. Хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем пĕр канми тăрăшнă уй-хирте. Вĕсене эпир ĕмĕр асра тытăпăр», - тенĕ вăл.

«АгроПамять» проект федерацин Атăлҫи тăрăхĕнче ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче те пулса тăма пултарайрать. Кунтах тĕрлĕ материалсене пуянлатса пырсан, вăл тата та кăсăклăрах пулса тухасси те куҫ кĕретех. Тепĕр тесен, ҫитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ, патриотизм туйăмне витĕм кӳрет.

Слет программи пуян пулнă. Ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫусем, мастер-классем тата та ытти мероприятисем иртнĕ. Вĕсенче ҫитĕнекен ăрăва тăван ҫĕршыва юратма, уншăн яваплăха туйса пурăнма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма, вăй-хăвата ӳстерме  витĕм кӳрекен темăсемпе тĕрлĕ уҫă калаҫусем ирттернĕ.  

Паллă, яланхиллех уяв программинче культура, спорт мероприятийĕсем  пулнă. Уҫă тӳпере  кинотеатрта «Несокрушимый» фильм курнă мероприятине пухăннисем. Совет Союзĕн Геройĕ, танкист Тăвай районĕнче ҫуларса ӳснĕ Коновалов С.В. паттăрлăхĕ ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх.  

Слетра чи лайăх волонтерсене наградăсем парса хавхалантарнă.

Палăртса хăваратпăр, мероприятине патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пайташĕсем, республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсем, аграри тытăмĕнче вăй хуракансем, ҫамрăк яш-кĕрĕм чылай пухăннă. Пĕр сăмахпа каласан  слет питĕ кăсăклă пулнă, мероприятине пухăннисем кăмăллă юлнă.  Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слечĕ савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ.



30 мая 2022
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter