Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шкул ҫулне ҫитмен ачасене савăнăҫлă мероприятинче саламланă
Хĕрлĕ тӳрем пĕчĕк шăпăрлансен хаваслă сассипе, савăнăçлă йăл куллипе тулнă. Кунта шкул çулне çитмен ачасем тата Чăваш Ен тĕп хулинчи 114 ача садĕнчи воспитательсем ăсату балне пухăннă. Вĕсен пурнăçĕнче ку пĕрремĕш бал. Çавăнпа унта хутшăнакан ачасем яваплăха аван туяççĕ. Ачасем питĕ савăнăçлă. Кăмăл-туйăмпа хатĕрленсе ташланă, тăрăшнă. Шкул çулне çитмен ачасен балĕ Чăваш Енре улттăмĕш хут иртнĕ. Унта хутшăнаканнисен хисепĕ ӳссех пырать. 2018 çулта бала çĕршыври 200 чи лайăх мероприятисен йышне кĕртнĕ. Вальс, полонез, полька – ачасем виçĕ тĕрлĕ ташă кăтартнă. Ача садĕнче ĕçлекенсем вĕсене питĕ лайăх, хитре ташлама вĕрентнĕ. Балпа шăпăрлансен ачалăх вĕçленет темелле. Авăн уйăхĕнче вĕсем шкула кайĕç, ăс пухмалла, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçламалла.
«Бала нимĕнрен те хăраман, ҫаврăнăҫуллă, пултаруллă ача-пăча пухăннă. Малалла ăнтăлаҫҫĕ, пуласлăх ҫине те тĕллевлĕн пăхаҫҫĕ. Пуҫаруллă ача-пăча – пирĕн шанăҫ, регионăн пуласлăхĕ», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Ахальтен каламаҫҫĕ: вĕрентекен аллинче - пулас ăрусен шăпи. Шăпах эсир анлă пĕлӳллĕ, ăс-хакăл енĕпе аталаннă ҫамрăксене ҫитĕнтеретĕр, вĕсем Чăваш Республикин тата пĕтĕм Раҫҫейĕн пуласлăхĕн никĕсне хывĕҫ», - тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Ертӳҫи.
Правительство ертӳлĕхĕ мĕнпур ача лайăх аталанса, тарăн пĕлӳ илсе тивĕҫлĕ ҫынсем пулса ӳсччĕр тесе кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе пама витĕм кӳнине каланă регион Пуҫлăхĕ. Мĕн ачаран вĕсем хăйсен пултаруллăхне туйса, аталантарса пыма ăнкарчĕр. Кăсăклă енсене тупса, вĕсене пурнăҫра ăша хывса пурăнма та вĕренсе пычĕр. Кулленех ҫĕннине пĕлсе, пысăк ҫитĕнӳсем туса пыма ырми-канми вăй хурса тăрăшчĕр. «Эпир вĕсен пулăшуҫисем, ăша хывма вĕрентсе пыраканĕсем, аслă ҫыннисем», - тенĕ вăл.
Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ управленийĕн командине ҫакăн пек чаплă уяв йĕркеленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ача пахчисенче ĕҫлекенсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрне-пĕри пулăшса пыни куҫ кĕретех тенĕ вăл. «Пирĕн ырă йăла-йĕрке малалла тăсăлса пырать. Унпа эпир чăнласах та, мăнаҫланатпăр, ачасене мĕн пĕчĕкрен илемлĕх тĕнчине туйма вĕрентсе пыратпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса депутат.
Бал хăйне евĕр паллă пулăм пулса тăрать ачасемшĕн. Вĕрентекен ĕҫĕ тивĕҫлипех чи пархатарли шутланать, вăл пултарулăхпа тачă ҫыхăннă, ҫав вăхăтрах питĕ кăткăс тата яваплă. Вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене ачасене тĕрĕс тĕкел ӳстерсе, ăслă та пысăк тавра курăмлă пулма вĕрентнĕшĕн тав тума та аван. Уяв пурне те пĕр чăмăра пухса, пĕр-пĕрне савăк кăмăл-туйăм парнелеме хистет.