Чӑваш Енре маска тăхăнас йĕркене тытса пырассине ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пăрахăҫланма йышăннă

Чӑваш Енре маска тăхăнас йĕркене тытса пырассине ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пăрахăҫланма йышăннă

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Кăшăл вирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕҫлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче кун пирки ҫапла йышăну тунă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта лару-тăру ырă енне куҫнине шута илсе кун пек йышăну тума палăртса хăварнине асăннă.

«Пĕтĕмĕшле калас пулсан, лару-тăру япăх мар, апла пулсан, хăй вăхăтĕнче пăхса хăварнă Указа тен пăрахăҫлама та юрĕ. Маскăсене халăхсене хăйсен ирĕкĕпе тăхăнма кăна сĕнес», – тесе ҫапларах каланă Олег Николаев. «Сахал мар халăх чарăва пăрахăҫлама ыйтрĕ. Предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем кулленех ыйту тăратрĕҫ. Палăртса хăваратпăр, ҫитес вăхăтсенче пирĕн пысăк мероприятисем ирттересси планра пур. Республика кунне анлăн уявлама мероприятисене йышăнса хăварнă. Раҫҫейри тĕрлĕ регионсенчен халăх чылайăн килесси те куҫ кĕретех. Ют ҫĕршывсенчен те ҫынсем пирĕн тăрăха килсе курма кăмăл тунă. Тимлĕхе ҫухатма юрамасть, пурин те асăрхануллă пулмалла, ҫирĕп йĕркесене пăхăнмалла, хăрушсăрлăх теми вара малти вырăна тухмалла», – тесе хушса каланă республика Ертӳҫи.  

Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ вакцинаци пирки те аса илтерсе хăварнă ларура. Хăшĕ-пĕрисем вăраха кайса чирлеме пултараҫҫĕ, вĕсен уйрăмах ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Ҫитес тапхăр валли хамăра хатĕрлесе ҫитермелле, йĕркесене пăхăнмалла, хамăрăн сывлăха упраса хăварассишĕн тăрăшмалла. Вакцинаци туни паха, вăл пире усал чир ересрен чарать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна илес пулсан, республикăра чир-чĕр питĕ анлă сарăлманнине пĕлтернĕ. Сиплев учрежденийĕсенче пĕтĕмпе 341 ҫын чиртен сывалать. Килте сипленекенсем те пур кăтарту 325 ҫынпа танлашать. Кăшăл вирус чирĕпе аптракансене кулленех тĕрĕслеҫҫĕ, май пур таран медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.   «Халăха кулленех тест витĕр кăлараҫҫĕ. Чирлекенсен йышĕ ӳсменни те куҫ кĕретех. Ку та республикăра чир-чĕр енĕпе лару-тăру лайăх пулнине ҫирĕплетет», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Владимир Степанов.  

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче чирпе аптракансен шучĕ нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче чи пысăк пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра вăл кăтартăва пăхас пулсан, 17 хут та пĕчĕк тесе сăмаха ҫирĕплетнĕ. Нарăс уйăхĕнче сахал мар халăх чирлесе хăйсен сывлăхне хавшатнă.  «Тен ятарлă йышăнусене, хăй вăхăтĕнче маска тăхăнма хушнă йĕркесене паян пăрахăҫлама та юрĕ, регионта лару-тăру япăх мар, чирлекенсен йышĕ сахал», – тесе каланă Надежда Луговская. Пур-пĕрех ытти профилактика мерисем пирки манма юрамасть, тирпейлĕх тени паянхи пурнăҫ таппинче вырăнлă, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнма юрать, енчен те транспорт ҫинче халăх йышлă пулсан, кун пек мера – маска тăхăнасси те пĕлтерĕшлĕ пулĕ», – тенĕ вăл. Хăвăрт чире каякансен уйрăмах тимлĕ пулмалла, маска пирки манма юрамасть. Кашни ҫын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулмалла. Аслă ҫултисем пур-пĕрех вăраха кайса чирлеҫҫĕ. Ачасем вара кăштах хăвăртрах та сипленсе пыраҫҫĕ, тепре чухне ОРВИ пек кăна иртет вĕсен чирĕ, нумайăшĕ сиссе юлаймасть.   

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче  тивӗҫлӗ указа алӑ пуснӑ.



10 июня 2022
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter