«Тылри хӗрарӑм. Паттӑр ӗҫ. Юрату. Ҫӗнтерӳ» куравпа Чăваш Ен Федераци Канашӗнче хăнасене паллаштарнă

«Тылри хӗрарӑм. Паттӑр ӗҫ. Юрату. Ҫӗнтерӳ»  куравпа Чăваш Ен  Федераци Канашӗнче  хăнасене паллаштарнă

РФ Патшалăх Думинче республика иккĕмĕш курав йĕркелесе тăратнă, ăна ҫĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕччен ирттереҫҫĕ. Иртнĕ эрнере Раҫҫей Патшалăх Думинче «Ҫĕнтерӳ рубежĕсем» курав старт илнĕ.
Проект ҫав тер пысăк калăпăшлă ĕҫе кăтартса парать. Юлашки икĕ ҫул хушшинче Чăваш Республикинче тыл ĕҫченĕсен паттăрлăхне ĕмĕр асра тытас тесе, 1941-1945 ҫулсенче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерĕве ҫывхартма пысăк витĕм кӳнĕ ҫынсене, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă мухтавлă ентешĕмĕрсене халалласа тĕрлĕ тĕпчев, шыравҫă ĕҫĕсем тунă.

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко курав никама та айăкка тăратса хăварманнине, пурне те пĕр чăмăра пухăнса иртнине сума сунса, паттăрсен ятне ĕмĕр чун-чĕресенче упрама май панине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче. Ҫитĕнекен ăрушăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ проект пулса тăнине, вĕсем пек пулса ҫитĕнме яваплăха туйса пурăнма вĕрентнине те каланă вăл. «Уйрăмах, паянхи пурнăҫ таппишĕн пĕлтерĕшлĕ ҫак курав. Иртнине ĕмĕр асра тытмалла. РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессинче те ҫак курав вăй-хăват хушать. Донбасра мирлĕ халăха упраса хăварас тесе, пирĕннисем ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнаҫҫĕ. Ҫĕнтерĕве ҫывхртма пулăшнă кашни паттăр, пирĕншĕн сумлă. Вĕсемпе эпмр яланах мăнаҫланатпăр. Тылра ĕҫлекенсем хăйсене шеллемесĕр, кунĕ-ҫĕрĕпе вăй хунă», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Валентина Матвиенко. Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева пысăк тав сăмахĕсене каланă вăл. Республика Пуҫлăхĕпе пĕрле унăн команди пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленине, ҫав тери чаплă проекта пурнăҫа кĕртнине палăртнă Председатель. «Архивсенчен пуян материалсем кăсăклă калăпласа вырнаҫтарнă куравра. Сăн ӳкерчĕксем чылай, вĕсем пĕтĕмпех вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсене кăтартса параҫҫĕ. Пĕлетĕп, ҫитес вăхăтсенче Чăваш Республикинче пуҫласа ҫĕршыври чи пĕрремĕш мемориал хута каять, шăпах та ăна тыл ĕҫченĕсене, хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсене халалланă. Сирĕн курав чăнлăха туллин ҫутатса парать. Олег Алексеевич, тепĕр хут Сире тав сăмахĕсем калатăп. Эсир тăван ҫĕре, тăван тавралăха, унта пурăнакансене юратса пурăнатăр, вĕсене хисеплени те куҫ кĕретех», – тенĕ Валентина Матвиенко.

Куславкка районӗнче ҫӗкленекен «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, унти ӗҫсене кӑҫал ҫулла вӗҫлеме палӑртнӑ, ҫав тӗлӗшпе туса ирттернӗ ӗҫсен тулли пӗтӗмлетӗвӗ, хальхи вӑхӑта хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсен синкерлӗ кунӗсемпе ҫыхӑнтаракан паллӑ та сумлӑ вырӑн пулса тӑрӗ. Асӑннӑ ӗҫ Раҫҫейри ҫарпа истори обществипе тата «Культура» наци проекчӗн «Пултаруллӑ ҫынсем» проектне пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен комиссипе тачӑ ҫыхӑнса пурнӑҫланать.

Мемориал хăйне евĕр Портал пек пулса тăрĕ тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. «Эпир Ҫĕнтерӳ хакне пурте лайăх пĕлетпĕр, хамăрăн мăнаҫлă патшалăхпа, Тăван ҫĕршыва хӳтĕленĕ аттесен, асаттесемпе кукаҫисен паттăрлăхĕпе мăнаҫланатпăр, Ҫĕршыв ирĕклĕхĕшĕн ҫапăҫса пуҫ хунисене ĕмĕр асра тытатпăр», – тенĕ вăл.
Чăваш халăхĕ Тăван ҫĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă кĕрешĕве пысăк тӳпе хывнă. Ентешсем пур фронтра та ҫапăҫнă. Хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем ҫĕнтерĕве тылра туптанă. Чăваш Ене предприятисем эвакуаципе сахал мар килнĕ. Ҫар хатĕрĕсен, авиаци, танк, тинĕс техникин саппас пайĕсен производствине йĕркеленĕ. Хаяр вăрҫă ҫулĕсенче Чăваш Ен тĕп хули пысăк медицина центрĕ пулса тăнă. Шупашкарта тăватă эвакогоспиталь ĕҫленĕ, унта аманнă салтаксене сипленĕ. Эпир Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерĕве ҫывхартма тӳпе хывнă Шупашкар иккĕмĕш ҫул Ĕҫ паттăрлăхĕн хули ятпа ҫӳренипе чăннипех те мăнаҫланатпăр.

Валентина Матвиенко вуншар-вуншар пин ҫын ытла 380 ҫухрăм хӳтĕлев чиккисене чавнине асăннă. Кашни ҫухрăм хĕрарăм шăпипе ҫыхăннă. Хĕрарăмсемпе пĕрле ватăсем, ачасем пиллĕк миллион ытла кубла метр хĕллехи вăхăтра шăнса пăрланнă ҫĕре чавнă. Ҫав тери нумай тăрăшнă пирĕн ентешсем.

Историре ҫырăнса юлнă паттăрлăх обществăна пĕрлештерет, юратнă Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма, тĕнче шайĕнче Раҫҫей патшалăхĕн хăватне ҫирĕплетме тата ят-сумне ҫĕклеме хавхалантарать.

РФ Федераци Канашĕн Председателĕ Чăваш Ен Тыл ĕҫченĕсен кунне утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă тăвас текен шухăша ырланă. «Питĕ пĕлтерĕшлĕ предложени. Чăваш Енĕн ырă шухăшне ытти регионсем те хапăл тусах йышăнассине шанатпăр. Ҫĕнтерĕве миллионĕ миллионĕпе халăх ҫывхартма пулăшнă. Ҫав тери паха сĕнӳ – паллă кунсен йышне Тыл ĕҫченĕсен кунне паллă тăвасси пирки кĕртсе хăварас текен предложени. Раҫҫей календарĕнче тепĕр паллă кун хутшăнĕ. Пысăк тав Сире, ҫакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ сĕнӳ пирĕн патне илсе ҫитернĕшĕн», – тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче 2020 ҫултанпа Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунисене асра тытса, тыл ĕҫченĕсем пирки те тарăн тишкернине каланă, Чăваш халăхне пĕр чăмăра пухса, пĕрлешсе ĕҫлеме, патриотизм туйăмне чылай витĕм кӳнине палăртнă. «Пурте хар тăрса, пĕтĕм кăмăлпа ĕҫе кӳлĕнчĕҫ. Ватти-вĕтти пĕрне-пĕри пулăшса пыма тăрăшрĕҫ. Сахал мар сăвăсем те хайланчĕҫ, киносем кун ҫути курчĕҫ. Концертсем, спектакльсем халăх валли кăтартса пама пикенчĕҫ», – тенĕ вăл. «Паян Донбарсра пулса иртекен самантсем тепĕр хут чун-чĕресенче вырнаҫса тарăн йĕр хăвараҫҫĕ», – тенĕ вăл. «2021 ҫулта – Чӑваш Енӗн тӗрленӗ картти. Вӑл пире Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине тума хавхалантарнă. Пире Федераци Правительствинчи ӗҫтешсем пулӑшнă, эпир вара асӑннӑ проекта Раҫҫейри мӗнпур регион хутшӑнассине тивӗҫтертӗмӗр. «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» вӑл – туслӑн тата килӗштерсе пурӑнма чӗнекен йыхрав, Тӑван ҫӗршыва юратнине, вӑхӑтпа кун-ҫулӑн, территорисемпе пулӑмсен, Раҫҫей халӑхӗсен хальхи пурнӑҫӗпе аваллӑхӗн ҫыхӑнӑвне ытарлӑн палӑртмалли май», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Республика Пуҫлăхĕ РФ Федераци Канашне асăнмаллăх, «Раҫҫейĕн тĕрленĕ карттин» копине парса чысланă. Проектăн оригиналне Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче тăратма плана кĕртĕ. Пуҫласа проекта Раҫҫей кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче, ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта халăх умне кăларса тăратнă.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн Председателĕ Наталья Николаева куравпа паллашас текенсене тĕплĕн пĕтĕм проект пирки кăсăклă каласа панă. Куравра тĕп вырăн Хĕрарăм сăнарĕ мала тухать, вĕсем тылра, Паттăрлăх, Юрату, Ҫĕнтер темипе тачă ҫыхăннă. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсем пирки ҫав тери паха калăпласа вырнаҫтарнă куравра сăн ӳкерчĕксене. Тылра тăрăшакансем промышленноҫ предприятийĕсенче сахал мар вăй хунă. Пĕр сăмахпа каласан, документсем пĕтĕмпех архивсенче тĕплĕн упранса юлни те куҫ кĕретех. Шăтăксем чавнă чухне сахал мар, ĕҫ хатĕрĕсем выртса юлнă. Вĕсене те халĕ шыравҫăсем чылай тупса палăртаҫҫĕ. Ал ҫырăвĕсем, блокнотсем сахал мар калăпланнă. Тыл ĕҫченĕсемпе шкул ачисем курнăҫса тĕплĕнрех материалсем ҫырса хăварнă. Тепĕр паллă пулăм, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуҫланăранпа 80 ҫул ҫитнине халалланă медаль. Вăл медаль пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Куравра ҫак ĕҫ те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Республикин патшалăх архивĕн докуменчĕсене тĕпе хурса сахал мар кăсăклă материалсем пĕр чăмăра пухнă, халăх валли ĕмĕр асра тытма аса илӳсен кĕнекисене вырнаҫтарнă. Раҫҫей халăхĕн чун-чĕре хăватне никам та ҫапса аркатаймĕ, пĕрле эпир кирек епле йывăрлăха та парăнтарасса, Ҫĕнтерӳ пирĕн енче пулнине ĕмĕр асра тытатпăр.

Паллах ӗнтӗ, тылри ик ҫӗр пин ытла ҫыннӑн чӑн-чӑн массӑллӑ паттӑрлӑхӗ – Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас ӗҫе хывнӑ калама та ҫук пысӑк тӳпе. Тыл ӗҫченӗсем эвакуациленӗ заводсене ҫӗнӗ вырӑнта ҫийӗнчех хута янине, уй-хирте, эвакуаци йӗркипе куҫса килнӗ госпитальсенче ырми-канми вӑй хурса ӗҫленин пӗлтерӗшне палӑртмалла. Пирӗн тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ темӑна Тӑван ҫӗршыва чунпа парӑннин, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотлӑх тата ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе воспитани памалли ырӑ тӗслӗх вырӑнне хурса халӑх хушшинче анлӑн сарас ӗҫе малалла тӑсмалла. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă курава пухăннисем.



14 июня 2022
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter